АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх хĕле тутă каçтăр

12 декабря 2012 г.

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, О.Васильев тĕп зоотехник районта выльăх-чĕрлĕх усракан хуçалăхсем хĕле еплерех хатĕрленсе кĕтсе илнипе кăсăкланнă май Энĕшпуçĕнчи «Сарапаева Т.Н.», Саруйĕнчи «Тимофеев Н.В.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсене çитсе килчĕç.

Хĕл хырăмĕ пысăк. Çавăнпа та хĕл каçарма палăртнă выльăх валли çителĕклĕ апат хатĕрленĕ Сарапаевсем. Çамрăк хресчен (фермер) хуçалăхĕ палăртнă тĕллеве - сурăх, ĕне усрамалли витене хăпартса, витсе лартас ĕçе вĕçленĕ. Çĕнĕ çулччен ăна официаллă лару-тăрура уçасшăн хуçалăх ертÿçи Т.Сарапаева. Аса илтеретпĕр, витене вĕсем малтан хăйсен вăйĕпех тунă, малашне те ĕçлес вăй-хăвачĕ пысăк. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов çитес çул «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса грант çĕнсе илме заявка тăратма май пурри пирки ăнлантарчĕ хуçалăх пуçлăхне. Татьяна хаваспах килĕшрĕ. Малашне сăвакан ĕнесен йышне ÿстерес, ăратлă пăру-ĕне туянасси пирки О.Васильев тĕп зоотехникпа канашларĕ. Пĕтĕмĕшле Сарапаевсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармалли условисене тивĕçлĕ пурнăçланă. Чи кирли - курăм çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Саруйĕнчи «Тимофеев Н.В.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче лару-тăру кăшт урăхларах. Мăйракаллă шултра выльăх 50 пуç шутланать. Çакăн чухлĕ йыша ытлăн-çитлĕн хĕл каçарма вара апат единици сахалрах. Çулла кĕтÿ кĕтме, выльăха пĕтĕмĕшле çителĕклĕн усрама кунта условисем аван - çырма-çарансем чылаях. Анчах хĕл каçма выльăха кунта хĕнрех тивет, мĕншĕн тесен витесем чылайранпах ĕнтĕ юсав кĕтеççĕ. Хĕллехи вăхăтра ĕнесем валли пăруламалли ятарлă хуралтă пур-ха. Суса илнĕ сĕте Н.Тимофеев Тăвайĕнчи сĕт-çу заводĕнчен килекенсене сутать. «Паллах, сĕт сăвăмĕ, ĕнесен пăруламалли вăхăчĕ çитнĕрен, чакрĕ», - тет хуçалăх пуçлăхĕ. Пур ĕçе те мăшăрĕпе иккĕшĕнех пурнăçламалла. Çăмăлах килмест хĕл каçмалли тапхăр, çавăнпа тăрăшса вăй хума тивет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика