12 декабря 2012 г.
Чăваш Республикинче тата Раççейре пурăнакан чăваш наци çыннисем сахалланса пыраççĕ. 20 çул ытларах тапхăрта, 1989 çултан пуçласа 2010 çулччен, Чăваш Енре чăваш халăхĕн йышĕ 906,9 пин çынран 814,8 пине çити, çĕршывра 1,773 млн çынран 1,435 млн çити чакнă. Республикăра вăл йăлана кĕнĕ йĕркепе тĕп нациех юлать пулин те хуласенче те, ялсенче те унăн йышĕ пĕчĕкленет. Уйрăммăн илсен 2002-2012 çулсенче хула тăрăхĕсенче вĕсен йышĕ 14 процент, ялсенче 2,7 процент чакнă. Наци республикин тулашĕнче мĕн пур регионта чăвашсем сахалланнă, уйрăмах Урал леш енче - 37-31 процент.
2010 çулхи халăх Çыравĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра 814,8 пин чăваш пурăнать, çакă - регион халăхĕн пĕтĕмĕшле йышĕн 67,7 процент. Раççейĕпе 1,435 млн чăваш (çĕршыв халăхĕн пĕтĕмĕшлĕ йышĕн 1,05 процент), çакă 2002 çулхи Çыравпа танлаштарсан 12,3 процент сахалрах. Чăвашсем Пĕтĕм Раççейре вырăссем (80,9 процент), тутарсем (3,87 процент), украинсем (1,41 процент) тата пушкăртсем (1,15 процент) хыççăн пиллĕкмĕш йĕркере.
Документра палăртнă тăрăх - тăван республикăра чăвашсем пуринчен те нумайрах. Вĕсем хыççăн Чăваш Енре йышĕпе вырăссем - 323,3 пин çын (26,9 процент), тутарсем - 34,2 пин (2,8 процент) тата мордвасем - 13 пин (1,1 процент).
Республика халăхĕн пĕтĕмĕшле йышĕнче чăвашсен пайĕ чаксах пырать: 1979 çулта вăл 68,4 процент пулнă, 1989 çулта - 67,8 процент, 2002 çулта - 67,9 процент. Хăй чăваш наци çынни пулнине кăтартакансен йышĕ те чакать. 1989 çулта республикăра тĕп наци çынни 906,9 пин пулнă. 2002 çулта - 889,3 пин, 2010 çулта - 814,8 пин çеç.
Республикăри хуласенче чăвашсем ытларах. Хула халăхĕн йышĕнче вĕсен пайĕ 55,5 процент. Танлаштарма: вырăссем - 39,6 процент, тутарсем - 1,7 процент, мордвасем - 0,9 процент. Икĕ çырав хушшинчи тапхăрта, 2002-2010 çулсенче, хуласенче пурăнакан чăвашсен йышĕ 62,4 пин çын чухлĕ (14 процент) чакнă.
Чăвашсем ялта йышлăрах. 2010 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх вĕсен пайĕ ял халăхĕн пĕтĕмĕшле хисепĕнче 84,2 процент (2002 çулта - 85,5 процент). Анчах та икĕ Çырав хушшинчи тапхăрта ял-салара 12,2 пин чăваш (12,7 процент) сахалланнă.
Республикăра чăвашсем йышлăн пурăнакан вырăнсене илес тĕк - регионăн 10 районĕнче ыйтнисен 90 процент ытла чăваш пулнине пĕлтернĕ: Элĕк районĕнче - 97,8 процент (2002 çулта 98,1 процент), Хĕрлĕ Чутай - 97,3 процент (2002 çулта 98 процент), Елчĕк - 97,2 процент (97,1 процент), Красноармейски тата Муркаш - 96,4 процент (97,1 процент), Канаш - 95,8 процент (96,5 процент), Вăрмар - 95,9 процент (96,1 процент), Вăрнар - 90,9 процент (91,5 процент), Тăвай - 90,4 процент (90,5 процент), Шупашкар районĕнче - 90,3 процент (92,4 процент). Ытти районта чăваш йышĕ - 67,5 процент - (84,7 процент).
Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тĕп наци çыннисем ытларах: 62,6 процент, 55,5 процент тата 53,8 процент (2002 çулта - 62,6 процент, 56,8 процент, 54,3 процент).
Республика тулашĕнче чăвашсем тĕпрен илсен Тутарстанра (116,3 пин çын е Раççейри чăвашсен йышĕн 8,1 процент), Пушкăртстанра (107,5 пин çын е 7,5 процент) пурăнаççĕ. Ульяновск облаçĕнче 95 пин çын (çĕршыври чăвашсен пĕтĕмĕшле йышĕн 6,6 процент), Самар облаçĕнче (84,1 пин çын е 5,9 процент), Тюмень облаçĕнче (25,7 пин çын е 1,8 процент), Мускав хулинче - 14,3 пин çын (1 процент), Оренбург тата Мускав облаçĕсенче - 12,5-шер пин çын (0,9 процент), Саратов облаçĕнче - 12,3 пин çын (0,9 процент), Красноярск крайĕнче -11 пин çын (0,8 процент), Чулхула облаçĕнче - 9,8 пин çын (0,7 процент), Кемĕр облаçĕнче - 9,3 пин çын (0,6 процент), Свердловск облаçĕнче - 8,3 пин çын (0,6 процент). Çавăн пекех Мари, Коми республикисенче, Пермь крайĕнче, Волгоград, Пенза, Иркутск тата Томск облаçĕсенче 6-4 пин чăваш пурăнать. Çак регионсенче 2002-1010 çулсенче чăвашсен йышĕ пур çĕрте те чакнă. Уйрăмах Иркутск облаçĕнче, Красноярск крайĕнче, Коми Республикинче, Пермь крайĕнче, Томск, Кемĕр, Волгоград облаçĕсенче (37-31 процент).
Чăваш Енре ыйтнисен 3,8 процент (48,1 пин çын) хăй хăш наци çынни пулнине пĕлтермен.