12 декабря 2012 г.
Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕсем: А.Тихонов, Ю.Соколов, Д.Иванов, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ А.Софронов, 39 номерлĕ районти пушар чаçĕн начальникĕ Н.Константинов, пушар надзорĕ енĕпе ĕçлекен Вăрмар районĕнчи пай пуçлăхĕ Д.Григорьев, вĕрентÿ, культура учрежденийĕсен директорĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.
Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пычĕ. Кун йĕркинче 3 ыйту пăхса тухрĕç. Районти предприятисемпе организацисенче, вĕрентÿ, культура учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессин требованисене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтупа пушар надзорĕ енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Д.Григорьев тухса калаçрĕ. Вăл предприятисемпе организацисенче, вĕрентÿ, культура учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе асăннă учреждение ертсе пыракан яваплине, çĕнĕ çул уявĕсем çывхарса пынă май ку енĕпе уйрăмах тимлĕх кирлине палăртрĕ. Уйрăмах районти вĕрентÿ, культура учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн требованисене çирĕп пăхăнни кирлĕ. Д.Григорьев пысăк уявсенче ачасемпе пĕрле яланах класс руководителĕсем пĕрле пулмалли, шкулсенче, культура учрежденийĕсенче дежурствăсем йĕркелемелли çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Ял тăрăхĕсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе туса ирттермелли ĕçсем çинчен 39 номерлĕ районти пушар чаçĕн начальникĕ Н.Константинов тухса калаçрĕ. Вăл кăçалхи çул 4 пушар пулнине, вĕсенче пурĕ 7 çын çунса вилнине каларĕ. Çавăн пекех Н.Константинов пушар хуралĕн ĕçĕнчи çивĕч ыйтусене те хускатрĕ. Кунта пушар хуралĕн машинисем кивелсе пыни, уйрăмах Кавал ял тăрăхĕнче çĕнĕ машина кирлине палăртрĕ. Унсăр пуçне Пысăк Енккасси, Кĕлкеш ял тăрăхĕсенче пушар деповĕсем йĕркелемелли çинче чарăнса тăчĕ.
Çĕнĕ çул уявĕсенче халăх йышлă çÿрекен вырăнсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ А.Софронов тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 2012 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен районта полици сотрудникĕсем талăкĕпех дежурство тăрса йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрĕç. Саккун йĕркине пăхăнмасăр вăрманти чăрăшсене касакансене тупса палăртас тĕллевпе хальхи вăхăтра «Вăрман» ятпа операци ирттереççĕ. Çĕнĕ çул уявĕсем ирттернĕ вăхăтра халăх дружинисене те активлăрах явăçтармаллине палăртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районти кашни ял тăрăхĕн пуçлăхĕн, предприятисемпе организацисен руководителĕсен яваплăха туйса ĕçлемеллине каларĕ. Уявсем çывхарса пынă май ял тăрăхĕсенчи урамсене юртан тасатса тăмаллине, урамсене çутăпа тивĕçтермеллине, телефон çыхăнăвĕ пĕр кăлтăксăр ĕçлемеллине, пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнмаллине палăртса хăварчĕ.