АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бассейн хута янă

12 декабря 2012 г.

Декабрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Федерацин «Россотрудничество» агентствин ертÿçипе К.Косачевпа тĕл пулнă. К.Косачев кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнче республикăпа агентство хушшинче алă пусса çирĕплетнĕ Килĕшĕве мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă.

Çав кунах М.Игнатьев тата К.Косачев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура тата сывлăха çирĕплетмелли комплексăн бассейнне уçма хутшăннă.

- Республикăра сирĕн кăтартмалли пурах, - тенĕ Федерацин ертÿçи. К.Косачев палăртнă тăрăх Чăваш Ен нумай проекта, çав шутра «Единая Россия» парти пуçарнă «Раççей аслă шкулĕсем валли - 500 бассейн» проекта ытти регионсенчен те хастартарах хутшăнать. Çавăнпа та пĕрремĕш бассейн Шупашкарти аслă шкулта уçăлчĕ.

ЧР Пуçлăхĕ «Единая Россия» партие, К.Косачева, педуниверситет ертÿçисене «Раççей аслă шкулĕсем валли - 500 бассейн» проекта пурнăçлама пулăшнăшăн тав тунă.

Бассейн хакĕ 131,8 млн тенкĕпе танлашать, 64 млн тенке яхăн - федераци бюджетĕнчен, 39 млн - республика бюджетĕнчен, 28,8 млн тенкĕ педагогика университечĕ хăй уйăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика