15 мая 2013 г.
Çемьере çынна пусмăрлассипе çыхăннă преступленисем ан пулччăр тесе профилактика ĕçне тĕпрен илсен полицин участокри уполномоченнăйĕсен, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсен, дознавательсен ĕçлемелле. Право хуралĕн ĕçченĕсем кăна çемьери пусмăра пĕтерме пултараççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен аллинче - право йĕркине пăсакана айăп тыттармалли уголовлă право мерисем. Вĕсем право йĕркине сыхлакансем çемьере пусмăр тÿсекен çынна хÿтĕлеме, пулăшма пултараççĕ.
Практика кăтартнă тăрăх, хальхи вăхăтра çемьере пулса иртекен преступленисем ытларах чухне палăрмасăр юлаççĕ, мĕншĕн тесен пусмăр тÿсекен хăйне кÿрентерекентен хăраса право хуралĕн органĕсене пулăшу ыйтма килмест. Çакă тĕрĕс мар - малашне те право йĕркине пăсакан хăйне айăпламаннине кура пусмăрла ĕçсем тума пултарать.
Çапла эпир пусмăр тÿснĕ граждансене право йĕркине пăснă çынсене вăхăтра тупса палăртас тесен пĕр тăхтамасăр полици уйрăмне пĕлтерме ыйтатпăр. Кулленхи пурнăçри тĕслĕхсене илес пулсан, айăп тÿснĕ çынсем право хуралĕн органĕсене пынă хыççăн вĕсен çемйисенче пусмăрла ĕçсем пулма чарăннă е сахалланнă.
Ю.Кузнецов
Источник: "Урмарская районная газета"