15 мая 2013 г.
Вăрмар район прокуратури Чăваш Республикин Вăрмар районĕнче 2013 - 2020 çулсенче «Йĕркене пăсассине хирĕç профилактика ĕçĕсем туса ирттермелли тĕллевлĕ программа» нормативлă право актне - Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвне право тата коррупци сĕмĕ пирки тĕрĕсленĕ.
Тишкерÿ ирттернĕ май асăннă нормативлă право акчĕн проекчĕн тата ун çумне хушса панă районти тĕллевлĕ программăн хăш-пĕр нормисем федераллă саккунпа килĕшсе тăманнине палăртнă.
Район прокуратури тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтернĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн 2013 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчи 235 номерлĕ Йышăнăвĕпе 2013-2020 çулсенче Вăрмар районĕнче йĕркене пăсассине хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттермелли программăна çирĕплетнĕ. Программăн иккĕмĕш пайĕнче терроризмпа экстремизма хирĕç кĕрешмелли мероприятисем ирттерме планланă.
Ю.НИКИФОРОВ, район прокурорĕн аслă пулăшуçи.
Источник: "Урмарская районная газета"