АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей кĕртрĕç

15 мая 2013 г.

Тирпей кĕртрĕç

Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртессипе экологипе санитарин икĕ уйăхлăхĕ тата Ырă ĕçсен эрни шайĕнче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсемпе ветеранĕсем хăйсен пуçарăвĕпе Пысăк Енккассинчи Степан Григорьевич Григорьев милиционера асăнса лартнă палăк тавра тимĕр карта тытрĕç, тирпей-илем кĕртрĕç. С.Григорьева 1921 çулта, службăри тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра, саккуна пăсакансем пăшалтан персе вĕлернĕ.

Палăк тавра карта тытас ĕçре Ю.Петров, С.Петров, Ю.Табаков, Ю.Иванов, А.Тихонов милици ветеранĕсем, В.Сергеев, А.Васильев, Д.Павлов полици сотрудникĕсем хастарлăх кăтартрĕç. Паянхи кун та обществăлла ĕçсене активлă хутшăнакан, районти шалти ĕçсен пайĕпе тачă çыхăну тытакан милици ветеранĕсене çак ĕçе хутшăннăшăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

 

М.Синичкина

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика