15 мая 2013 г.
Юлашки çулсенче чылай каччă хĕсмете каяссинчен пăрăнать пулсан, пирĕн Мăнçырма каччи Семен мĕн шкул саккинченех çар енĕпе вĕренме кĕрсе Тăван çĕршыва сыхлама тĕв тунă. Унăн пурнăç принципĕ, йĕркийĕ çапла.
Семен Генрихович Капитонов 1994 çулта Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кунтах пĕлÿ пухнă, мĕн çамрăкранах спортпа туслă вăл. Шкулта 4 тата 5 паллăсемпе ĕлкĕрнисĕр пуçне Семен хĕлле йĕлтĕрпе чупассипе шкулта 1-мĕш вырăн, çулла çурран чупассипе районта виçĕ километр дистанцие хăйсен çулĕнчисем хушшинче 3-мĕш, çавăн пекех район шайĕнче теннисла выляса 2-мĕш вырăн йышăннă. Футбол тата волейбол вăййисенче - команда капитанĕ. Кунта, паллах, физкультура енĕпе Мăнçырма шкулĕнче вĕрентекен Ю.Николаевăн тÿпи пысăк. Самбо енĕпе Вăрмарта ăна Н.Сейфуллин аталанма пулăшрĕ, республикăри ăмăртусене хутшăнма хатĕрлерĕ.
Унăн тĕллевĕ пĕрре - Тинĕс-Çар академине вĕренме кĕресси пулнă. Медкомисси тухмашкăн çĕнĕ çул хыççăнах пуçăннă вăл (йĕрки çапла). Çар ĕçне хăнăхма В.Николаев мичман нумай пулăшнă, тĕрлĕ усăллă канаш панă. Шкул хыççăн Санкт-Петербургри И.Кузнецов ячĕллĕ Тинĕс-Çар академине вĕренме кĕме заявлени парать. Кунта экзамен икĕ тапхăрпа иртет. 1-мĕшĕ - физкультура енĕпе 3 км чупасси тата 100 м ишесси, турник çинче туртăнасси пулнă. 2-мĕшĕ - психологи енĕпе, 300 ытла ыйту парса тĕрĕсленĕ пулас офицерсене. Пĕтĕмпех ăнăçлă тытнă Семен. Маттур. Унтан пĕр уйăх çурă вĕрентÿ курсĕ иртнĕ, палаткăсенче пурăннă. Августăн 25-мĕшĕнче - присяга.
Ятарлă хĕç-пăшал факультетĕнче вĕренме тытăнать Семен. Кунта пĕтĕм предметсем пур, 5 çул хушши вĕренмелле. Тинĕс-çар флочĕн офицерĕ пулса тухать вăл. Ĕç вырăнĕ те шырама кирлĕ мар, тÿрех служба вырăнне яраççĕ. Апат енчен илес пулсан вăл тÿлевсĕр, пахалăхлă çитереççĕ. Стипендипе те хавхалантараççĕ. 1-мĕш курсра кашни уйăхра 2 пин тенкĕ, 2-мĕш курсра, контракт çырсан, 10-12 пине çитет, 4-5 курссенче 20-25 пинпе танлашать.
Пиччĕшĕ пекех пуласшăн шăллĕ те. Роман та спортпа туслă. Апла çĕршыв пуласлăхĕ çамрăксене шухăшлаттарать-ха, кăна ырламалла. Ашшĕ-амăшĕнчен те нумай килет çакă. Акă, Генрихпа Наталья Капитоновсем ывăлĕ Тăван çĕршывшăн юрăхлă пулса ÿснишĕн, унта вĕренме пултарнишĕн савăнаççĕ, унпа мăнаçланаççĕ.
И.АНТОНОВА (Куприянова).
Источник: "Урмарская районная газета"