15 мая 2013 г.

Арапуçĕнчи информаципе Культура центрĕ çумĕнче «Степ» хореографи ушкăнĕ нумаях пулмасть кăна ĕçлеме пуçланă-ха. Кунта ял тăрăхĕнче пурăнакан çамрăксемсĕр пуçне Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем те çÿреççĕ. Ачасене ташă ăсталăхне Р.Михайлова хореограф хăнăхтарать.
Ушкăн йĕркеленнĕренпе вăхăчĕ нумай та иртмен терĕмĕр те, анчах ÿсĕмĕ вара питĕ курăмлă. 2013 çул ташша юратакансемшĕн ăнăçлă пуçланчĕ. Акă Куславкка хулинче хореографи коллективĕсем хушшинче иртнĕ «Туслăх çаврăмĕ-2013» фестивальте чи маттуррисем пулнине кăтартнă, I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Районта çулсерен ирттерекен «Хрусталь пушмак» конкурсра «Халăх ташши» номинацире те вĕсене çитекен пулман. Каллех - пĕрремĕш вырăн.
Иртнĕ уйăхăн юлашки кунĕсенче вара Арапуçри ушкăн ял халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ - отчетлă концерт лартса пачĕ. Мĕн тĕрлĕ композици пулмарĕ-ши кунта; Хăшĕ-пĕри çак ташă ячĕсене илтмен те пулĕ - «Самба», «Бурлеск», «Паравритта»... Пухăннисене Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен В.Александрова тата К.Гаврилова хăйсен çепĕç сассисемпе юрăсем парнелерĕç.
Концерт вĕçленсен информаципе Культура центрĕн директорĕ Л.Агеева пултаруллă çамрăксене саламласа Дипломсемпе пылак парнесем пачĕ.
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан И.Грачева та çитĕнÿ тăвакан ушкăна çÿрекенсене хаклă парнесем парса хавхалантарчĕ. Сăмах май, Ирина тата мăшăрĕ Эдуард ытти тĕрлĕ мероприятисем ирттерме те сахал мар пулăшу параççĕ.
В.ТОЛМАТОВ.
Источник: "Урмарская районная газета"