АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Линга паттăра асăнса - кросс

15 мая 2013 г.

А.Линга паттăра асăнса - кросс

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул А.Линга воин-интернационалиста асăнса çăмăл атлетсен кросне ирттерет. Акă ку хутĕнче те спорт уявне районти шкулсенче вĕренекенсем йышлăн пухăнчĕç.

Чупай каччи Александр Линга çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа Афганистан çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕхех пуçне хунă. Паянхи кун пекех астăватăп А.Линга паттăра пытарма тăван яла илсе килнине. Унпа вара пĕрле службăра тăнă салтаксем, командир та килнĕччĕ. Александр душмансемпе пулса иртнĕ пĕр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Ялти мĕн пур ватти-вĕтти ун чухне Александрпа сыв пуллашрĕ, ăна чыслăн юлашки çула ăсатрĕ. Афганистан çĕрĕ çинче службăра тăнă чухне вăл тăван тăрăхшăн питĕ тунсăхланă. Ашшĕ-амăшĕ патне çырусем шăрçаланă чухне те çакă уççăнах палăрать. «Тăван ялшăн, сире курассишĕн питĕ тунсăхлатăп. Самантлăха та пулин шур юр курасчĕ манăн», - тесе çырнă вăл юлашки çырăвĕнче. Декабрь уйăхĕччĕ ун чухне. Александра пытарнă чухне çанталăк хурланса та тейĕн шурă юр çурĕ те çурĕ.

Интернационалла тивĕçе пурнăçланă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн А.Линга Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ пулин те, унăн çутă сăнарĕ, паттăрлăхĕ тăван ял халăхĕн асĕнчех. Çамрăк ăру та А.Линга паттăрлăхĕпе мăнаçланать, ун пек хăюллă салтак пулассишĕн ăнтăлать. Çăмăл атлетсен кросне Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 68 çул çитнине те халалларĕç. Кроса хутшăннисене Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев, Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ А.Димитриев, районти афганец-ветерансем, А.Линга шăллĕ С.Линга саламларĕç.

«Çамрăк ăру - çĕршыв тĕрекĕ, хÿтлĕхĕ. Вĕсене патриотизмла воспитани парасси - аслă ăрурисен тивĕçĕ. Çавна май район администрацийĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ, афганец-ветерансен канашĕ тата ытти обществăлла организацисем çамрăк ăрăва ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшас енĕпе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Пирĕн тăрăхри спортсменсем Раççей, республика, тĕнче шайĕнче хăйсен спортри çитĕнĕвĕсемпе палăрни чăннипех те район чысне çÿле çĕклет. 2012 çулхи август уйăхĕнче Лондонри çуллахи XXX Олимп вăййисенче Татьяна Архипова (Петрова) бронза медаль çĕнсе илни пуриншĕн те пысăк савăнăç пулчĕ. Малашлăхра та çакăн пек пултаруллă, тĕнче шайĕпе палăрнă спортсменсем пирĕн тăрăхран пуласса шанса тăратăп», - терĕ Константин Владимирович.

Ăмăртăва Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн физкультура предметне вĕрентекенĕ А.Ноздрин уçрĕ, шкул директорне А.Димитриева спортсменсем ăмăртăва хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ.

Ăмăртăва районти 13 шкултан 238 спортсмен хутшăнчĕ. Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул команди вара чи маттурри пулчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри шкул ачисем А.Егорова, Д.Андреева, А.Петрова, Д.Кузнецов, Д.Алексеев, В.Иванов, Н.Артемьев çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Призерсен йышĕнче вара К.Анисимов, М.Максимова, В.Филиппова, В.Ильина, Г.Васильев, М.Николаев, К.Петров, А.Иванова, Д.Ильина, Д.Александров пулчĕç. Ытти шкулсенче вĕренекенсем те пултарулăхпа палăрчĕç, çитĕнÿсем турĕç.

Пур çĕнтерÿçĕне те Хисеп грамотисемпе, медальсемпе тата укçан парса чысларĕç.

 

З.ПАВЛОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика