АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » С.Захарова призĕсемшĕн

15 мая 2013 г.

С.Захарова призĕсемшĕн

Мероприяти пуçламăшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен тата Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп Управленийĕн пушар хуралĕн ветеранĕсен пĕрлештернĕ команди Аслă вăрçă пынă кун шучĕпе тан 1418 утăмран тăракан символлă дистанцие утса тухрĕç. Ăмăртăва Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков уçрĕ, спортпа туслă пулни çыннăн ÿт-пÿ сывлăхне çирĕплетме пулăшнине тепĕр хут палăртрĕ. Çавăн пекех мероприятие хутшăнакансене Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп Управленийĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕ В.Нягин, Раççей спорт мастерĕ С.Захарова саламларĕç. «Районта çăмăл атлетика енĕпе кросс ирттересси ырă йăлана кĕчĕ, çулталăк хушшинче эсир тата та ытларах вăй хушса спортра çĕнĕ çитĕнÿсем тăвасса шанатăп», - терĕ Светлана Владимировна шкул ачисене саламланă май.

Старта районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем тата спорта юратакан тĕрлĕ çулсенчи ытти çынсем тăчĕç. Кроса хутшăнакансене хавхалантарса тăракансем те йышлă пулчĕç. 2000-2001 çулта çуралнă хĕр ачасем хушшинче А.Аникина 1-мĕш (Пысăк Енккасси), А.Сергеева 2-мĕш (Энĕшпуç), Пинерти шкулта вĕренекен Т.Михайлова 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасем хушшинче малти вырăнсене Пинерти шкулта вĕренекенсем йышăнчĕç, А.Ильин, Н.Иванов, В.Васильев чи маттуррисем пулчĕç. 1998-1999 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче Кĕлкешри С.Матвеева 1-мĕш, Пысăк Енккасси шкулĕнчи К.Яковлева 2-мĕш, Кĕлкешри Н.Обручкова 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. 1998-1999 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче Шăплатри И.Ефремов 1-мĕш, Чупай шкулĕнчи В.Иванов 2-мĕш, Пысăк Енккасси шкулĕнчи Р.Васильев 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. 1996-1997 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче Энĕшпуçĕнчи В.Павлова 1-мĕш, Пысăк Енккассинчи К.Кириллова 2-мĕш, Аслă Чакри Т.Владимирова 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасем хушшинче Пысăк Енккассинчи шкулта вĕренекен Г.Егоров 1-мĕш пулчĕ, Чупайĕнчи Н.Артемьев 2-мĕш, Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Н.Михайлов 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

1994-1995 çулсенчи хĕрсем хушшинче Мăнçырма шкулĕнчи А.Чернова 1-мĕш, Пысăк Енккасси шкулĕнчи Ф.Афанасьева 2-мĕш, Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти Е.Илларионова 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. 1994-1995 çулхи каччăсенчен Пысăк Енккасси шкулĕнчи С.Михайлов, Мăнçырма шкулĕнчи Н.Петров 2-мĕш, С.Васильев 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. 18-29 çулхи хĕрарăмсем хушшинче Çĕнĕ Кинчерти Е.Кириллова 1-мĕш, Энĕшпуçĕнчи В.Павлова 2-мĕш, Вăрмар поселокĕнчи Ф.Топтыгина 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çак ÿсĕмри арçынсем хушшинче поселокри Д.Иванов 1-мĕш, Энĕшпуçĕнчи А.Иванов 2-мĕш пулчĕç.

30-39 çулхи хĕрарăмсенчен Пенси фончĕн Вăрмарти Управленийĕнчи О.Николаева 1-мĕш, Вăрмар район администрацийĕнчи О.Федорова 2-мĕш пулчĕç. 30-39 çулхи арçынсем хушшинче Энĕшпуçĕнчи О.Иванов 1-мĕш, пенси фончĕн Вăрмарти Управленийĕнчи С.Степанов 2-мĕш, В.Степанов 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 50-59 çулхи хĕрарăмсем хушшинче Кĕлкешри Н.Александрова 1-мĕш, Аслă Чакри С.Владимирова 2-мĕш пулчĕç. Çак ÿсĕмри арçынсенчен район администрацийĕн пай пуçлăхĕ Н.Павлов 1-мĕш, Пысăк Енккассинчи В.Андреев 2-мĕш вырăнсене çĕнче илчĕç. 60 çулхисен тата аслăраххисен йышĕнче Куславккари А.Богданов малти вырăна тухрĕ, 70 çулхисем тата аслăраххисем хушшинче Сĕнтĕрвăрри хулинчи Н.Алексеевпа Вăрмар поселокĕнчи Н.Михайлов пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Ăмăрту призерĕсем пурте дипломсемпе медальсене тата хаклă парнесем илчĕç.

Аса илтеретпĕр, Светлана Владимировна Захарова Атайкасси ялĕнче çуралнă, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ. Чăваш Ен рекордсменĕ, чемпионĕ. 1997 çулта Берлинта иртнĕ марафонăн бронза призерĕ, Лондонра 2001, 2002 çулсенче иртнĕ марафонăн кĕмĕл призерĕ,Чикагори тата Бостонри марафонсен çĕнтерÿçи.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика