АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Еврази чемпионĕ

15 мая 2013 г.

Кавалта çуралса ÿснĕ, халĕ Ямал-Ненец автономи округĕнчи Ноябрьск хулинче ĕçлесе пурăнакан Николай Александрович Адюковăн спортри çитĕнĕвĕсемпе эпир интересленсех тăратпăр. Ку пĕрре те ахальтен мар, ентеш çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать.

Хуть те хăçан та, хуть те хăш хулара ăмăртсан та чăваш ятне яланах асра тытать, çĕнтерÿпе савăнтарать. Иртнĕ çулхи апрелĕн 18-22-мĕшĕсенче Дон çинчи Ростовра пауэрлифтинг енĕпе иртнĕ Европа чемпионатĕнче чемпион ятне çĕнсе илет.

Кăçалхи апрель уйăхĕнче Краснодар хулинче пауэрлифтинг енĕпе Еврази чемпионачĕ пулнă. Тупăшăва тĕнчери тата çĕршыври чи пултаруллă 500 ытла спортсмен хутшăннă. Н.Адюков виçинче 33 штангист çĕнтерÿшĕн кĕрешнĕ. Пирĕн ентеш помост çине апрелĕн 5-мĕшĕнче тухнă.

100 килограмм таран таякан 55-59 çулсенчи ветерансем хушшинче снаряда виçĕ упражненире 490 килограмм çĕклесе пĕрремĕш вырăн йышăнать, Еврази чемпионĕ пулса тăрать. Ентеш выртса штангăна икĕ алăпа 130 килограмм, кукленсе ларса - 180, чĕркуççи таран 180 килограмм çĕклет.

Ентешĕн тĕллевĕсем пысăк - вăл малашне те çак виçесенче пысăк çитĕнÿсем тума палăртать. Кашни кунах спортпа туслă пулни шанăç кÿрет, малалла ăнтăлма вăй-хăват парать. Ентешĕсем аякра пулсан та ăна чун хавалĕпе çитĕнÿсем тума сунсах пыраççĕ.

А.ХОВАНСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика