АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çак çулсен çухалмĕ чапĕ…

15 мая 2013 г.

Çак çулсен çухалмĕ чапĕ…

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе - 68 çул. Çапла, çулĕсем ÿссех пыраççĕ, унта хутшăннă паттăрсен йышĕ вара çулсерен чаксах пырать. «Пысăкки аякран курăнать» текен каларăша пурте пĕлетпĕр, çакă XX - ĕмĕрте пулса иртнĕ чи хаяр вăрçа тÿрремĕнех пырса тивет. Çулсем иртнĕ май пур ăрури çынсем ытларах та ытларах вăл мĕнле йывăрлăхпа килнине тĕплĕнрех те тарăнрах ăнланса пыраççĕ.

Çакна Аслă Çĕнтерĕве халалласа Аслă Çĕршывăн пур кĕтесĕсенчех ирттернĕ савăнăçлă митингсемпе парадсене хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссе пыни те кăтартать.

68 çул - юбилейлă дата мар, анчах Вăрмар поселокĕнче майăн 9-мĕшĕнче иртнĕ уява халăх пĕр-пĕр çавра датăна паллă тума тухнă пек тухрĕ. Çанталăкĕ те çакна сиснĕ пек вĕсене савăнтарас терĕ пулĕ - ăшă та тÿлек пулчĕ. Çакă та кăмăла çĕклерех ĕнтĕ: поселокра вăрçă çулĕсенчи юрă-кĕвĕ шăранать, 9 сехетрех йĕркеленме пуçланă колоннăсенче тăракансен аллисенче чечек çыххисем, кăшăлĕсем, пит çинче - савăнăçлă кулă... Çак уява куççуль витĕр тухнă теççĕ. Чăн та аслă ăрурисем ăна та, юнне те, тарне те мĕн чухлĕ юхтарман пулĕ. Вĕсен умĕнче пуç таятпăр, сума сăватпăр, паттăрлăхĕпе мухтанатпăр. Çапах та вăхăт иртнĕ май чун суранĕ сипленет, анчах паттăрлăхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ, çав çулсен чапĕ нихăçан та çухалмĕ.

Программăпа палăртнă вăхăтра уяв колонни Тĕп площадьрен Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ еннелле савăнăçлă митинг ирттерме тапранать. Тÿрĕ çулпа мар - Мир, Крупская, Октябрьски, Ленин урамĕсем урлă парадри пек утса çаврăнчĕç... Колоннăра Вăрмар поселокĕнчи пур организацисемпе учрежденисенче, предприятисенче вăй хуракансем, предпринимательсем, поселокра, районта пурăнакан уйрăм çынсем, ветерансем тата, паллах, уява илем кĕртекенсем - шкул ачисем, пĕр евĕр çар тумĕ тăхăннă Афган вăрçин интернационалист воинĕсем...

Акă колонна Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнче. Çар маршĕн кĕввипе палăк умне чаплă лару-тăрура Çĕнтерÿ ялавне, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕсене çĕклесе тухаççĕ. Ун хыççăн Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров уяв митингĕ уçăлни çинчен пĕлтерчĕ, вăрçă, тыл ветеранĕсене, салтаксен тăлăх арăмĕсене, вăрçă ачисене, районта пурăнакансене, хăнасене пирĕн çĕршывшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ кунпа саламларĕ, ырлăх-сывлăх, тăнăçлă пурнăç сунчĕ. Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пай пуçлăхĕ В.Ляшенко хăйĕн сăмахĕнче чи малтанах çапăçура çар паттăрлăхĕпе чун хăватне кăтартнă ветерансене, çĕнтерĕве çывхартас тесе тылра ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене тав турĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, пухăннисене мирлĕ тÿпе, ăнăçусем сунчĕ. Район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков пурне те саламланă май Çĕнтерÿ мĕнле йывăррăн килнине палăртрĕ, çакă фронтпа тыл пĕр тĕллевлĕ пулнинчен килни пирки каларĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин та кунта пухăннисене, вĕсене кăна та мар, чунтан тухакан сăмахсемпе саламларĕ.

«1418 талăк пынă хаяр вăрçа пирĕн районтан 6890 çын тухса кайнă, 4131-шĕ унăн хирĕнчех выртса юлнă. Таврăннисен йышĕ те кунсерен чакса пырать. Çавăнпа та пирĕн вĕсене сума суса мĕн енчен пулăшма май килнĕ таран пулăшу кÿмелле. Çĕнтерÿ йывăррăн килнĕ, çавна пулах та вăл пуриншĕн те чи кĕтекен, пысăк уяв. Вăрçăн хисеплĕ ветеранĕсем, салтак арăмĕсем, вăрçă ачисем, ентешсем, сире Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе чунтан-чĕререн саламлатăп! Пирĕн халăх çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме кар тăрса çирĕп вăй-хăват кăтартрĕ. Вăрçăри паттăрлăхшăн, тылра хастар ĕçленĕшĕн тайма пуç сире. Çак уявпа саламласа, сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, тăнăçлă пурнăç сунатăп», - терĕ Константин Владимирович.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата Министрсен Кабинечĕн ячĕпе ЧР юстици министрĕн пĕрремĕш çумĕ И.Семенова саламларĕ. Çавăн пекех саламлă сăмахĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев тухса калаçрĕ.

Ун хыççăн çапăçу хирĕсенчен таврăнайманнисене асра тытса Шăплăх минучĕ пулчĕ. Çамрăк армеецсем Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чăрăш гирлянди вырнаçтарчĕç, вара чечек кăшăлĕсемпе чечек çыххисене районти организацисемпе учрежденисен, предприятисен представителĕсем, уйрăм çынсем хучĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх çак кун кашни çулах Афганистанри вăрçа хутшăннă интернационалист воинсен палăкĕ умне те чĕрĕ чечексем хураççĕ. Район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, ЧР юстици министрĕн пĕрремĕш çумĕ И.Семенова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев тата ытти яваплă çынсем Афган вăрçине хутшăннисемпе пĕрле палăк умĕнче пуç тайса чечексем хучĕç.

Часах уяв мероприятийĕсем Тĕп площаде куçрĕç. Кунта çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ, вĕсемех кĕрешÿ ăсталăхне кăтартрĕç. Культура ĕçченĕсем куракансене уяв концерчĕпе савăнтарчĕç.

Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе çыхăннă мероприятисем 22 сехетре ирттернĕ салютпа вĕçленчĕç.

В.ТОЛМАТОВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика