08 мая 2013 г.
Çулсем сисĕнмесĕр шăваççĕ. Ĕлĕкхи ăсчахсем ахальтен мар сăрт-тăва аякран кăна лайăх курма пулать тесе каланă. Вĕсен шутĕнче - Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче 1919 çулта кун çути курнă Елизавета Зиновьевна Кондратьева та.
Выçлă-тутă ĕçчен çемьере çуралнăскерĕн мĕн ачаран çăкăр «кăкăрĕн сĕчĕн» тутипе хакне туйма лекнĕ. Çавăнпа та кăштах çитĕнсен, Вăрмарта машинăпа трактор станцине уçнă хыççăн, 1940 çулта тракторист специальноçне алла илет. Çапах ăна малтанах çак асăннă çул Шăхальти коллективлă хуçалăха плугарь пулса ĕçлеме яраççĕ.
1941 çултан пуçласа Вăрмар районĕнчи (ун чухне район калăпăшĕ урăхла пулнă) тĕрлĕ хуçалăхсенче трактористка пулса ĕçлет.
Ваттисем каланă тăрăх, çак çулсенче МТСра хуçалăхран килнĕ трактористсене иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче космонавтсене çĕр çине мĕнле таврăннă пекех хапăл туса кĕтсе илнĕ. Ăнланмалла: лашапа суха ту та, ун хыççăн - тракторпа - çĕрпе пĕлĕт пек вĕт...
Елизавета Зиновьевна та суха ĕçĕнче арçынсенчен пĕрре те юлман, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çур сухипе аки иртнĕ хыççăн нумай та вăхăт иртмен - чунпа темле туйса тăнă, анчах вăл пулмасса ĕненес килмен чи хаяр вăрçă пуçланса каять. Тыр-пула юр айĕнчен пухса кĕртнĕ хыççăн, 1941 çулхи шартлама сивĕре, нимĕçсем Мускав патне талпăннă вăхăтра Аслă Чак ялĕн тăрăхĕнче фашистсен çарĕсене чарса лартмалли окопсене чавас ĕçе хутшăнать. Çĕршыв çийĕн хура пĕлетсем сирĕлме пуçласан каллех хăйĕн «хурçă учĕ» çине ларать. Начар мар ĕçленĕ вăл тыр-пул çитĕнтерес тĕлĕшпе. Çавăнпах ăна 1945 çулта коммунистсен партийĕн членĕ пулма çирĕплетеççĕ.
Ку хăйне евĕр политикăлла йышăну та пулнă пулĕ, çакăн хыççăнах ăна Пысăк Енккасси ялне ĕçлеме яраççĕ, кунта вăл хăйĕн пулас упăшкипе паллашать, 1947 çул пуçламăшĕнче ăна качча тухать. Тивĕçлĕ канăва тухичченех тĕрлĕ «хурçă утсене» тытса пырать вăл: У-2, ХТЗ, ДТ-54, МТЗ, Т-25.
Кайран та ĕçе пăрахмасть-ха - выльăх-чĕрлĕх хуçалăхĕнче механик ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçлать. «Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕ», «Ĕç ветеранĕ» медальсем, ЧАССР, РСФСР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ Хисеплĕ ятсене тата ытти чылай Хисеп хучĕсене илнĕ Елизавета Зиновьевна Кондратьева пирки 1972 çултах «Механизатор - çĕр хуçи» кĕнеке те пичетлесе кăларнă. Юлашкинчен каласа хăварни вырăнлă: «Çыратăн перопа - касса кăлараймăн пуртăпа».
В.ВАСИЛЬЕВ.
Источник: "Урмарская районная газета"