АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавçăсен капкăнне ан лекĕр

08 мая 2013 г.

Юлашки вăхăтра Раççейре, пирĕн республикăра та телефон урлă укçа вăрласси, телефон счечĕ çине улталаса укçа хума ыйтнисем сахал мар пулчĕç. Пирĕн районта пурăнакан та çак ултав серепине лексе ултавçăсене 25000 тенкĕ куçарса панă. Ют çынсене пĕр хутчен шăнкăравлама хăвăр карас телефонне париччен малтан тĕплĕн шухăшлăр.

Енчен те эсир палламан çынна пулăшасшăн пулсан, хăвăр телефона алран ямасăр шăнкăравласа кирлĕ информаци пĕлтерĕр. Асăрхануллă пулăр, ултавçăсем васкавлă пулăшу чĕнтерме ыйтĕç е тата ача çухалнă теме те пултарĕç.

Шăнкăравличчен е СМС яриччен малтан çак тÿлевлĕ пулăшу мĕн хака кайса ларнине пĕлме тăрăшăр. «Кĕске номертен» тăракан шăнкăрав ытларах чухне хаклă пулать. Çавăнпа та Абонент службине шăнкăравласа ыйтса пĕлсен лайăхрах.

Ют çынсене нихăçан та тÿлев карттин номерне ан калăр.Пĕр-пĕр пысăк парне çĕнсе илнĕ тесе е ытти информаци пĕлме сирĕн патне шăнкăравласа тÿлев карттин номерне ыйтма пултараççĕ. Енчен те эсир тÿлев карттин номерне каларăр пулсан, унпа эсир малашлăхра усă кураймастăр, мĕншĕн тесен картăри укçа тепĕр абонентăн счечĕ çине куçса пыма пуçлать.

Ют çынсемпе телефонпа калаçнă чухне вĕсен инструкцийĕсене пурнăçласа ан пырăр.

Палламан çынсем хăйсене сирĕн аякри тăван, сотовăй компанин, радиостанци,телевидени ĕçченĕсем тесе каласа пĕр-пĕр парне сĕнме пултарĕç. Çавна май сире СМС яма, телефонпа цифрăсем наборлама ыйтĕç. Çак ĕçсене пĕрне те ан пурнăçлăр.

Палламан çынсене хăвăрăн информацие ан парăр. Эсир мĕн тунине, ăçта пулнине тата ăçта кайнине е каяссине никама та ан пĕлтерĕр.

Енчен те эсир ултавçăсен серепине лекрĕр пулсан мĕн тумалла-ха?

Тÿрремĕнех право йĕркине сыхлакан органсене пĕлтермелле. Кун пирки тата Абонентсен службине шăнкăравламалла.

Ултавçăсем мĕнлерех суяççĕ тата вĕсенчен хÿтĕленесси

Сирĕн телефонра ют çынсен телефон номерĕсем палăрчĕç пулсан, çак номерсемпе ан шăнкăравлăр. Кун пек чухне сирĕн 100-шер тенкĕ укçа пĕтме пултарать.

Сирĕн телефон çине ют çын номерĕпе лотерея вылявĕн, конкурс çĕнтерÿçи тесе СМС килчĕ пулсан, сире шăнкăравлама ыйтаççĕ. СМС паллă телеканал, радиостанци, сотовăй компани ячĕпе те килме пултарать. Парне илме сире палламан телефон номерĕпе шăнкăравлама ыйтса ярĕç. Çак шăнкăрав вара çĕршер-çĕршер тенке кайса ларма пултарать.

Ултавçăсенчен мĕнлерех хÿтĕленмелле-ха?

Ют телефон номерĕ çине нимĕнле СМС пĕлтерÿ те çырса ан ярăр. Çавăн пекех тÿлев карттин номерне те ан калăр. Радиостанципе е телеканалпа урăх номерпе çыхăнса илĕр, парне выляни çинчен информаци ыйтса пĕлĕр.

Ют телефон номерĕнчен укçа куçармалли пирки СМС килме пултарать. Кун пек лару-тăрура нихăçан та тÿрех палламан çын номерĕ çине укçа ан хурăр. СМС та ан çырăр. Хăвăр паллакан инкеке лекнĕ çынпа урăх номерпе шăнкăравласа пĕлме тăрăшăр.

Сирĕн телефон çине ют номерпе: «Ăçта эсĕ? Мĕн тăватăн? Ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ?», - тесе çырса яма пултараççĕ. Ултавçăсем сире ытларах калаçтарма тăрăшаççĕ, унпа пĕрлех сирĕн кашни пĕлтерÿ питĕ хакла кайса ларма пултарать. Ултавçăсем кун пек чухне сирĕн телефонри укçана туртса илме пултараççĕ. Çавăнпа та ют номер çине СМС пĕлтерÿсем çырма ан тăрăшăр.

 

Ю.МИХЕЕВ

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика