08 мая 2013 г.

Майăн 1-мĕшне календарьте Çуркуннепе Ĕç уявĕ тесе палăртнă. Пĕрре те ахальтен мар - Çуркунне ĕççи вăхăчĕ. Район уй-хирĕсенче, кил хушшинче те ĕç вĕресе тăрать, ака-суха, тирпей-илем кĕртесси чи малти вырăнта халĕ. Çынсем çÿрекен обществăлла вырăнсене те хăтлăх кĕртесси пĕлтерĕшлĕ.
Вăрмар. Асăннă кун Вăрмар поселокĕнчи Кану паркне иррех халăх йышлă пухăнчĕ. «Ĕç десанчĕ» шутĕнче - район администрацийĕнче, тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче вăй хуракансем. Кунти ĕç калăпăшĕ пĕрре те пĕчĕк мар - çÿп-çапне те пуçтармалла, каснă йывăçсем вырăнне çĕннисем лартмалла. Çавăнпа та «çын шучĕпе» кĕреçе е кĕрепле çине таянса тăма килмен кунта пухăннисем. Чĕре ыйтнипе, поселокри кану вырăнĕ хитререх те хитререх пултăр тесе пурте тăрăшрĕç. Пĕтĕм ĕçе пурнăçлассине бюджет хăйĕн çине çеç илеймест паллах, айккинчен те пулăшу кирлех. Ку хутĕнче йывăç-тĕмсем илме район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Урмарская» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Н.Зайцев пулăшу кÿчĕ. Пĕлтĕр кунти ватăлнă йывăçсене касни пирки нумай калаçтарнă парк çитес çулсенчех тинех хитреленсе çĕнелĕ.
Çитмĕш ялĕ çывăхĕнчи 6 гектар йышăнакан çĕр çине çак кунсенче ялта пурăнакансем - 42 çын - хыр тата çăка йывăççисем лартрĕç. Çак посадкăна Геннадий Григорьевич Максимов - спонсор пулса 20 пин тенкĕ парса Тĕрлемес лесничествинчен темиçе пин йывăç хунавĕ илсе килнĕ. Иванов (Çитмĕш) хăйĕн тракторĕпе йывăç лартмалли вырăна технологи ыйтнă пек сухаласа панă. Çитмĕшсемпе пĕрлех ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсем йышлăн хутшăннă. Ял çывăхĕнче вăрман пуласса шанса тăратпăр. Çакна Г.Максимов пулас вăрман тавра карта çавăрма тĕллевлĕ пулни те çирĕплетет. Çак ĕçе те вăл хăйĕн укçипе туса ирттерме палăртать. Асăннă пархатарлă ĕç çак кунсенче пуçланчĕ те ĕнтĕ.
Н.ПЕТРОВА, Г.ЕГОРОВ.
Источник: "Урмарская районная газета"