08 мая 2013 г.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче РФ Агропромышленность комплексĕн республикăри профсоюз организацийĕн ĕçченĕсен Президиумĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн тĕп теми - «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче ĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе майлă условисем туса парасси. Анлă ларăва Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕç инспекцийĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Евдокимов, ЧР ял хуçалăх министерствин çĕр хутшăнăвĕсен тата инноваци технологийĕсен пай начальникĕ В.Васильев, РФ агропромышленность комплексĕн Чăваш Республикинчи Профсоюз ĕçченĕсен комитечĕн председателĕ А.Смирнов, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, тĕп агрономĕ Н.Николаев, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин директорĕ Н.Петров тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.
Ĕçлĕ çул çÿрев «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен обществин машинăпа трактор паркне пулчĕ (ÿкерчĕк çинче). Кунта чи малтанах ĕçлĕ ушкăн юсав мастерскойне, тимĕр лаççине кĕрсе курчĕ, кунта ĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе рабочисем валли мĕнлерех условисем туса панипе паллашрĕ. Çавăн пекех механизаторсен канмалли пÿлĕмне те кĕрсе курчĕç. Кунта ĕç çыннисем валли ĕç хыççăн çăвăнса тасалмалли пÿлĕм те пур. Пĕтĕмĕшле каласан асăннă обществăн ĕçченĕсем валли вăй хумашкăн пур условисем те туса панă. Унтан ĕçлĕ ушкăн кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен цехри ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Кунти ĕçе лайăх шайра йĕркелесе пынине палăртса хăварчĕ.
Ларăвăн пленарлă пайĕ асăннă обществăн акт залĕнче иртрĕ. Ăна А.Смирнов ертсе пычĕ. Чи малтанах «Урмарская»кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин директорĕ Н.Петров сăмах илчĕ, кĕскен общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Пирĕн общество ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе ĕçлет. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен шучĕ 109,9 пин пуçпа танлашнă. Иртнĕ çул 3 миллион та 832 пин çăмарта, кайăк-кĕшĕк какайĕ 585 тонна туса илнĕ. 209 пин пуç çамрăк чăхсем сутнă», - терĕ Н.Петров хуçалăх ĕçĕпе паллаштарнă май.
Палăртма кăмăллă: асăннă общество ял хуçалăх отраслĕнче лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Обществăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 3000 гектара яхăн. 2012 çулта пĕр гектартан 22,3 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Туса илнĕ продукцине вырнаçтарассипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Асăннă обществăн администрацийĕпе профком ĕç сыхлавне, кадрсене вĕрентесси, квалификацине ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Профсоюз комитечĕн председателĕ Г.Петров палăртнă тăрăх, ĕç условийĕсене лайăхлатас, производство ĕçĕ-хĕлĕнче сусăрланассинчен сыхланассипе чылай ĕçсем пурнăçлаççĕ. Çавна май ĕç сыхлавĕ енĕпе ирттерекен тĕрлĕ мероприятисем валли иртнĕ çул 410 пин тенкĕ уйăрнă, е кашни ĕçчене 2563 тенкĕ тивĕçнĕ.
«Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче пĕтĕм ĕçе автоматизациленĕ. Кашни çулах çĕнĕ цехсемпе линисем уçăлаççĕ, оборудовани те çĕнелсе пырать. Ĕç çыннисене ятарлă ĕç тумĕпе тивĕçтереççĕ. Механизациленĕ паркра тата кайăк-кĕшĕк фабрикин цехĕсенче ĕç сыхлавĕпе ятарласа кĕтес йĕркеленĕ. Çавăн пекех рабочисем валли апатланмашкăн столовăй ĕçлет. Коллективлă килĕшÿпе пăхса тухнă май пĕр хутчен апатланма ĕç çыннисене 25 тенке ларать. Ака-суха вăхăтĕнче механизаторсемпе комбайнерсем тÿлевсĕрех апатланаççĕ. Ĕç условийĕсене лайăхлатас, производствăра сусăрланассинчен сыхланас тĕлĕшпе кашни уйăхрах рабочисемпе ĕç сыхлавĕн кунне ирттереççĕ. Çавăн пекех профсоюз комитечĕ обществăлла контроле пысăк тимлĕх уйăрать. Предприятинче ĕç сыхлавĕ енĕпе уполномоченнăйсем суйланă. Вĕсемпе пуринпе те ятарлă вĕренÿ ирттернĕ тата аттестациленĕ. Производствăра кĕтмен инкек-синкек сиксе тухрĕ пулсан кашни пулăма администраципе профком ларăвĕнче çийĕнчех пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнаççĕ. Сывлăхшăн сиенлĕ условисенче ĕçлекенсене отпуск çумне ятарласа канмалли кунсем хушса параççĕ тата укçан тÿлеççĕ. Ку обществăра ырă, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ, физкультурăпа спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнаççĕ, малти вырăнсене тивĕçеççĕ.
Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕç инспекцийĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Евдокимов палăртнă тăрăх, иртнĕ çул республикăра ĕç сыхлавне пăхăнман 3629 тĕслĕх тупса палăртнă. Çакă ытларах чухне медицина тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухманнине, производствăра ĕç сыхлавне пăхăнманнине пула сусăрланнине, ĕç сыхлавĕпе ятарласа вĕрентÿ, инструктаж вăхăтра ирттерменнипе çыхăннă. Унсăр пуçне ĕç вырăнĕсене аттестацилемеллине те палăртрĕ вăл.
Пĕтĕмĕшле каласан РФ агропромышленность комплексĕн республикăри профсоюз организацийĕн яваплă çыннисем «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин администрацийĕпе профсоюз комитетне ĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерме условисем тунăшăн лайăх хак пачĕç.
З.ПАВЛОВА.
Источник: "Урмарская районная газета"