АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ курăнмасть - паттăрлăхĕ вилĕмсĕр!

08 мая 2013 г.

Ячĕ курăнмасть - паттăрлăхĕ вилĕмсĕр!

«Астăвăм» кĕнекин иккĕмĕш томне пăхса ларатăп. Акă Пинер ял тăрăхĕпе паллаштаракан материалсем. Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕлесе пуç хунисем 200 çын. Пиллĕкмĕш тома уçатăп. Пинер çыннисем хăрушă вăрçăран 110-шĕ таврăнайнă. Эппин,тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ фронтсенче ял-йышран 310-ăн тăшманпа çапăçнă, вĕсенчен çуррине яхăн çапăçусенчен тухайман. Шел пулин те « Астăвăм» кĕнекене хăш-пĕр ятсем кĕреймен. Вĕсенчен пĕри – Пинер ялĕнче 1922 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче çуралнă, кунтах ÿссе çитĕннĕ Константин Иванович Иванов (ÿкерчĕк çинче).

«Эпĕ вăтам хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Аттепе анне революциччен те, революци хыççăн та çĕр ĕçĕпе кăна пурăннă, 1936 çулта вĕсем Молотов ячĕллĕ колхоза кĕнĕ. 1931 çулта ялти пуçламăш шкулта вĕренме пуçларăм, унтан тулли мар вăтам пĕлÿ паракан шкулта пĕлÿ илтĕм. 1938 çулта вĕренсе пĕтертĕм те колхозра ĕçлеме тытăнтăм», - çырнă К. Иванов автобиографийĕнче. Çак хут ăна Вăрмарти вăтам шкула вĕренме кĕме кирлĕ пулнă. Анчах çивĕч ăс-хакăллă çамрăк Вăрмарти вĕренĕвне вĕçлеймен - хăрушă вăрçă пуçланнă. Ăна Шупашкарта вырнаçнă çар связисчĕсен шкулне 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче илеççĕ. Тепĕр уйăхранах К.Иванов ефрейтор Çурçĕр Хĕвел анăç фронтĕнче виççĕмĕш тапăну çарĕнче 33-мĕш дивизире связист пулса çапăçусене кĕрет. Яланах тенĕ пек малти ретре, вут-çулăм айĕнче.Татăлнă пралука тупса сыпăнтармалла-и, атакăна ыткăнакан салтаксемпе пĕрле пулмалла-и - хăраса тăман, хушнине пурнăçланă, алăран автомат кайман, тăшман умĕнче пуç пĕкмен.

Акă килне янă пĕр çырăвĕнчи йĕркесем: «... Пĕрмаях шухăшлатăп сирĕн çинчен, пĕрмаях аса килет хам килте çÿрени. Ман питĕ сире курас килекен пулчĕ, хăçан курса сирĕнпе калаçар-ши? Атте, кĕтĕр эсир мана пĕрмаях киле пырасса. Ан кулянăр. Анне, эсĕ питĕ кулянатăн пуль, ан кулян, пуç сывă пулсан курăпăр пĕр-пĕрне. Вăрçăра эпĕ çеç мар.

Ку çырăва çырнă чух пуç урлă пĕрмаях снарядсем вĕçсе иртсе кайрĕç. Çакăн пекки кашни кунах пулать. Атте, эсĕ хăв пĕлетĕн вăрçăра малти линире мĕнлерех пулнине».

Хăюллă та маттур салтак пулнă К.Иванов. Çакна ĕнентерекеннисем - «Паттăрлăхшăн» икĕ медаль, Мухтав орденĕн 2-мĕшпе 3-мĕш степень, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ. Шел, питĕ шел, Пинер чăвашĕ тăван ялне паттăрлăхшăн тивĕçнĕ наградисене кăкăрĕ çине çакса таврăнайман. Ашшĕпе амăшĕ 1944 çулхи декабрь уйăхĕнче ывăлĕ хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хута илеççĕ. Хурлăхăн вĕçĕ çук, çапах та шанчăк хĕлхемĕ çухалман пек. Анчах та 1945 çулта çуркунне Иван Михайлович Михайлов (ашшĕ) ячĕпе çыру килет. Константинăн фронтри юлташĕ çырать иккен, çырупа пĕрле Иван Михайловичăн юнланнă сăн ÿкерчĕкне тата 27 тенкĕ укçа ярса парать. Вĕсем Константинăн гимнастерка кĕсйинче пулнă иккен. Шел, вăхăт иртнĕçемĕн сăн ÿкерчĕкĕ те, çырăвĕ те çухалать. Çак çыру тăрăх Пинер салтакĕн шăпине тĕрĕсрех пĕлме май пурччĕ ĕнтĕ. Мĕн тăвăн...

Никама та манмастпăр, нимĕн те манăçмасть, тетпĕр. Паттăр салтак К.Иванов хыпарсăр çухалнă пулсан та унăн ячĕ манăçа тухмасть.

Т.Иванова, Тикашри шкул вĕрентекенĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика