АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă çулĕсем

08 мая 2013 г.

А. ИВАНОВ

Вăрçă тухассине пурте пĕлетчĕç,

Анчах кĕтместчĕç çав июнь кунне.

Тĕлĕнмелле хавас пурнăç кĕрлетчĕ,

Тавралăхра çиçетчĕ çуркунне.

 Çитет июнь - хаяр, хăрушă вăрçă.

Ялта кашни кунах салтак юрри.

Вăрçа мĕн пур арçынсене ăсатнă,

Юлашки хут ĕçтернĕ çул курки.

 Ака-суха тума арçын юлмарĕ -

Хĕрарăмсем те ачасем кăна,

Вĕсем вăхчи çитсен тыррине акрĕç,

Пуçтарчĕç кĕркунне вăйран кайса.

 Хĕвелпеле ĕçе тухса каятчĕç,

Хĕвел ансан кĕретчĕç уй-хиртен.

Нумай чухне апачĕ те çитместчĕ,

Ларса канма та çукчĕ вăй пĕтсен.

 Фронтран салхуллă çырусем килетчĕç,

Кашнин салтакĕ çырнă ак çапла:

«Паян чĕрех-ха, ал-ура сывах-ха,

Ыран темле, ыран - атакăна.

 Сиртен уйăрăлни çур çул та иртрĕ,

Уйăх çитет - ăшă пÿрте кĕмен.

Ялан сирĕн çинчен эп шухăшлатăп,

Сире аса илмесĕр кун иртмен.

 Ман ачамсем те, Зоя, Миша, Роза!

Сире канаш паратăп юратса:

Вĕренĕр яланах çине тăрса,

Пулăшăр, итлĕр хăвăр амуна.

 Ак çĕнтерсе часах çаврăнса çитĕп,

Эсир унччен чуптарăр вăрмана.

Мана валли пĕр чашăк татса килĕр

Эп килĕштернĕ хĕрлĕ çырлана.

 Эсĕ, юратнă мăшăрăм, ан макăр,

Чипер пăхса ÿстер ачасене.

Çак йывăр самана тертне пăхмасăр

Эс вĕсене тăрат ура çине».

 Куççульпеле çырусене вулатчĕç,

Макра-макра çыратчĕç хуравне.

Кайран хăрушă хыпарсем илетчĕç,

Анатчĕç вырăнтах тĕшĕрĕлсе.

 Манма май çук: хĕрарăмсем ĕçреччĕ -

Куççулĕпе хăпарнă куçĕсем.

Паян пĕри йĕрет - упăшки вилнĕ,

Ыран тепри - çухалнă ачисем.

 Мĕн тăвăн - темĕн чухлĕ шурă çĕмĕрт

Çуркуннепе çурмарĕ пуль çеçке.

Мĕн тăвăн ĕнтĕ - мĕн чухлĕ çырлийĕ

Çаплах çимесĕр юлчĕ пулĕ-çке.

 Тăватă çул ытла тертленнĕ хыççăн

Тăвăл иртсен Хĕвел пăхнă пекех

«Победа! Çĕнтерÿ!» - янрарĕ уççăн,

Иртнĕ асапĕ килес çук текех!

 «Вăрçă чарăннă» тенине илтсессĕн

Ял халăхне пуçтарчĕç клубалла.

Çав ырă хыпара тĕплĕн пĕлесшĕн

Манăн анне те утрĕ пухуна.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика