08 мая 2013 г.
Вăрçă çулĕсенче паттăрла ĕçленĕ тыл ĕçченĕсене пирĕн районта 7000 çынна ытла орденсемпе медальсем парса наградăланă. Районта тыл ĕçченĕсем фронт валли 2 млн 446 пин тенкĕ укçа (вăл вăхăтри хакпа шутласа), 8100 ăшă тумтир, пиншер килограмм апат-çимĕç пухнă, унсăр пуçне вăрçă заемне çырăннă, вăрçă техникисем тума, танк колоннисем йĕркелеме укçа пуçтарнă.
Пирĕн Хĕрлĕ Çар тăшмана хирĕç наступлени пуçарса ярса фронтри лару-тăрăва хăй çине илнĕ. Ял хыççăн ял, хула хыççăн хуласем ирĕке кăларма пуçланă, çакă тыл ĕçченĕсене питĕ хавхалантарнă, вăй панă. Вăрçă вăхăтĕнче арканнă, юхăннă колхоз-совхозсене çĕнĕрен йĕркелеме тытăннă. Аслă Отечествăлла вăрçăн паттăрла тыл ĕçченĕсем çинчен хамăр районти Патти ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан хисеплĕ çыравçă Я.Зайцев «Памяти серебряная нить» кĕнекинче кашни тыл ĕçченĕн ятне, хушамачĕпе ашшĕ ятне, колхозсемпе организацисен, предприятисен ячĕсене çырса кăтартнă. Малашне вăл кĕнекери 7000 çын ячĕ анчах мар тата ытларах ятсем тупăнĕç.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх «Ĕç ветеранĕ» ята илме май паракан наградăсен йышне ведомствăсен тата тепĕр 14 наградине кĕртнĕ (2012 çулхи августăн 29 числинче пичетленĕ «Хĕрлĕ ялав» хаçатран).
РФ Президенчĕн Б.Ельцинăн Указĕпе килĕшÿллĕн 1931 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнă граждансене (тылра ĕçленисене) Тыл ĕçченĕ (ветеранĕ) тесе шутлама пуçланă. Тыл ĕçченĕ тылра выçлă тутлă, сивĕ çанталăкра та ĕçленĕ тесе, унсăр пуçне вĕсем канмаллине уяв кунĕсене те пĕлмен, талăкра Конституцире кăтартнă пек 7-8 сехет кăна ĕçлемен - 12-14 сехет ĕçленĕ, пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă, механизаципе автоматизаци çинчен асăнма та пултарайман, ĕçшĕн мĕн чухлĕ укçа ĕçлесе илмеллине те пĕлмен - ĕçленĕ те ĕçленĕ, патшалăха пулăшнă, Çĕнтерĕве туптанă. Шутласа пăхар-ха, мĕнле тÿлет патшалăх хальхи вăхăтра тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене. Кашни уйăхра ĕç ветеранĕсем 2012 çулччен 980 тенкĕ илнĕ пулсан, тыл ĕçченĕсен кашни уйăхри тÿлев укçи 905 тенкĕ кăна пулнă. 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, çĕнĕрен шутласа ĕç ветеранĕсене уйăхри тÿлев укçи 46-шар тенкĕ хушса парса 1026 тенкĕне çитернĕ пулсан, тыл ĕçченĕсене 46 тенкĕ вырăнне 20 тенкĕ анчах ÿстерчĕç, вĕсен халĕ вăл 925 тенкĕпе танлашать. Мĕн айăпа кĕнĕ-ши тыл ĕçченĕ; «Ĕç ветеранĕпе» танлаштарсан кашни уйăхри тÿлев укçи 101 тенкĕ катăкрах. Социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем каланă тăрăх тыл ĕçченĕсемпе ĕç ветеранĕсен кашни уйăхри укçа тÿлевне федераллă тата регионсен бюджечĕсем мĕнле пурнăçланă тăрăх палăртаççĕ теççĕ. Тыл ĕçченĕсем Çĕнтерÿ туптанă чухне ку федераллă ĕç, ку регионсен ĕçĕ тесе шутламан, ĕçшĕн тăрăшнă, патшалăх ĕçне тунă. Çавăнпа та тыл ĕçченĕсен уйăхри укçа тÿлевĕ ĕç ветеранĕсемпе танлаштарсан ытларах та пулмалли куç кĕретех. Ку енĕпе районти, республикăри яваплă çынсем, депутатсем мĕнле сĕнÿсем парĕç.
Кĕçех Раççейре Совет халăхĕпе унăн мухтавлă Çарĕ Аслă Отечествăлла вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 68 çул çитнине паллă тăвать, ун хыççăн юбилейлă 70 çул çитнине паллă тума сумлăн хатĕрленет. Çавна май тыл ĕçченĕсене тивĕçлĕ шайра пĕр кÿрентермесĕр ырă енĕпе хакласчĕ, вĕсем те вăрçă ветеранĕсем пекех кашни кунах сахаллансах пыраççĕ, вĕсене социаллă пулăшусем парса хавхалантарасса шанас килет.
П.ПОРФИРЬЕВ.
Источник: "Урмарская районная газета"