30 апреля 2013 г.
Пенси укçине тÿлеме пенси фончĕн тупăшне ÿстермелле. Паянхи кун çав тупăшăн çăл куçĕ халăха ĕç укçи тÿлекен фондран ĕçпе тивĕçтерекенсем куçарнă взнос пулса тăрать. Шел пулин те халĕ ĕçпе тивĕçтерекенсем халăх ĕçлесе илекен укçана пĕтĕмпех кăтартмаççĕ. Çулпа пенсие тухнисене шăпах çавăнтан тÿлеççĕ. Кайран халăх хăйсен пенсийĕ мĕншĕн пĕчĕк пирки тĕлĕнет.
Çавăнпа та пенси фончĕн тĕп тĕллевĕ - пытаракан ĕç укçине тупса палăртса çавăнтан куçакан взноспа тивĕçлĕ канурисене пысăкрах пенсипе тивĕçтересси. Çав вăрттăн тупăшăн взносĕ 2-2,5 хут ÿсме пултарать. Эппин, пенсие те çавăн чухлех хăпартма май пулĕ.
Пенси фончĕн районти Управленийĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"