30 апреля 2013 г.
«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» Çак девиза тĕпе хурса районта илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурса И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул, Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа иртекен чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхĕнче ирттерни хамăр чăваш пулнипе мăнаçланас туйăм малти вырăнта пулнине кăтартать. Девизăн кашни сăмахĕ уйрăм шухăша палăртать, конкурсăн номинацийĕсене те çав сăмахсен пĕлтерĕшне кура тунă пек туйăнать.
«Пулнă» сăмах номинацийĕнче вĕренекенсем Çеçпĕл Мишши тата ытти поэтсем, прозаиксем çырнă хайлавсене вуларĕç, «пур» сăмахпа эпир, акт залне пуçтарăннисем, сцена çине хăпаракан кашни вĕренекен çине кăмăлтан савса, юратса пăхса, ачасен пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе лартăмăр. (Паллах ĕнтĕ, ку ĕçре вĕрентекенсен тÿпи те питĕ пысăк).
«Пулатпăр!» сăмах харпăр хăй çырнă сăвăсене вулакансене пырса тивнĕ пек туйăнать, чăваш тĕнчи, чăвашлăх аталанăвĕ вĕçĕ-хĕррисĕр пулнине туйма пулăшать. Акт залне эрнелĕхе халалласа кăларнă хаçатсем илем кÿреççĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен ĕçне чăннипех те чунтан юратса тунине кăтартаççĕ.
Илемлĕ вулакансен конкурсне çулран çул нумай ача хутшăнма кăмăл туни пире савăнтарать, вĕсем анне панă тăван чĕлхене чăннипех юратнине кăтартать. Кашни ача мĕн енĕпе те пулин ыттисенчен уйрăм, кашнин пултарулăхĕ хăйне евĕрлĕ: тыткаларăшĕ, сасси, хăюлăхĕ, çын çине пăхасси... Пурте пултаруллă, пурте тăрăшаççĕ. Çавăнпа сумлă жюри членĕсен ĕçĕ те çăмăлах пулман.
«Çеçпĕл сăввисене илемлĕ вулакансем» номинацире 9 ача, ытти çыравçăсен сăввисене вулакансем вара нумайрах, 17 ача, прозăлла хайлавсене 5 ача, хăй çырнă сăвăсене вулама 5 ача кăмăл тунă.
Çитес çулсенчи конкурсра «Пулатпăр» сăмаха тĕпе хурса нумайрах ачана хутшăнтарсан аван пулмалла.
Чи пултаруллисем малти вырăнсене çапла пайларĕç.
Çеçпĕл сăввисене вулакансем: 1-мĕш вырăн иккĕ - Т.Мельникова (Аслă Чак шкулĕ), И.Иванов (Чулкас шкулĕ), 2-мĕш вырăн - А.Теплов (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул).
Ытти çыравçăсен сăввисене вулакансем: 1-мĕш вырăн иккĕ - Т.Пугачева (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул), В.Сотников, В.Алексеева (Кавал шкулĕ), 2-мĕш вырăн - Э.Иванова (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул), 3-мĕш вырăн иккĕ - Д.Иванова (Пинер шкулĕ), Д.Петров (Аслă Чак шкулĕ).
Прозăлла хайлавсене вулакансем хушшинче пĕр вырăн çеç палăртнă жюри членĕсем. 1-мĕш вырăн - Н.Артемьев (Чупай шкулĕ).
Хăйсем çырнă сăвăсене вулакансем хушшинче: 1-мĕш вырăн - Т.Аверьянова (Мăнçырма шкулĕ), 2-мĕш вырăн - С.Анисимов (Чупай шкулĕ), 3-мĕш вырăн - А.Иванова (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул).
З.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Урмарская районная газета"