АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăх таса пултăр, йывăçсемпе кашлатăр

30 апреля 2013 г.

Акă Кĕтеснер ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсемпе культура ĕçченĕсем пĕрремĕш субботнике апрелĕн 18-мĕшĕнчех тухса ялти культура центрĕн территорийĕнче хĕл каçа пухăннă çÿп-çапа пуçтарчĕç, çул хĕррисене тасатрĕç. Кашни эрнерех çак ĕçе пурнăçлаççĕ ял тăрăхĕнче.

Шăхаль ял тăрăхĕнче те тавралăха хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе ял администрацийĕнче вăй хуракансем, культура ĕçченĕсем, шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем пуçаруллă.

Чупай ял тăрăхĕнче пурăнакансем те экологипе санитари икĕ уйăхлăхĕнче хастар. Культурăпа администраци, çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем ял халăхĕпе пĕрле Чупай тата Патти салисен урамĕсенче, çырма-çатра çывăхĕсенче илем кĕртнĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа кăçал 68 çул çитет. Халĕ хаяр çапăçусене хутшăннă, пуçĕсене хунă вăрçă участникĕсен ячĕпе лартнă палăксене тирпейлемелли чи вырăнлă вăхăт.

Вăрмар хула тăрăхĕнче администраци пуçарнипе Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкне тата унăн тавралăхне сипетлĕ сăн кĕртес тĕлĕшпе ĕçсем туса ирттереççĕ - палăк никĕсне штукатурка тунă, Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкне сăрланă, ытти ĕçсене те вĕçлесе пыраççĕ.

Çуркунне - йывăç лартмалли вăхăт, кăçал ăна Çитмĕшсем нихçанхинчен туслăн пурнăçларĕç. (Тĕплĕнрех çитес номерте).

В.ТОЛМАТОВ хатĕрленĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика