АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр салтак, паллă çĕр ĕçченĕ

30 апреля 2013 г.

Ку статьяра эпĕ Вăрмар районĕнче тата Чăваш Республикинче нумай-нумай çын пĕлекен Николай Герасимович Герасимов çинчен каласа парасшăн.

Майăн 6-мĕшĕнче вăл 90 çул тултарать. Çак тĕлĕнмелле çивĕч ăс-тăнлă, анлă тавра курăмлă çынпа эпĕ 1967 çулхи октябрь уйăхĕнче паллашнăччĕ.

Вăл вăхăтра манăн, комсомол райкомĕнче тин кăна ĕçлеме пуçланă çамрăкăн, ĕçпе «Ленинский» совхозра темиçе кун пулмалла пулчĕ.

Кайран хуçалăхри комсомолецсемпе çамрăксем лартнă çивĕч ыйтусене сÿтсе явма эпир вырăнти комсомол комитечĕн секретарĕпе Г.Викторовăпа совхоза ертсе пыракансем патне кĕтĕмĕр.

Совхоз директорĕ Н.Герасимов тата партком секретарĕ Н.Николаев пире тимлĕн итлени, тĕплĕн калаçни мана питĕ тĕлĕнтерчĕ. «Акă мĕнле пулмалла руководителĕн çынсемпе, вăл шутра çамрăксемпе те», - шухăшларăм эпĕ.

Темиçе çултан хам район руководителĕ пулса ĕçленĕ вăхăтра та çак тĕл пулăва, калаçăва пĕрмаях аса илеттĕм, çынсемпе çавăн пек ĕçлеме тăрăшаттăм.

Ун çинчен Николай Герасимовича эпĕ халĕ те аса илтеретĕп. «Нимĕн тĕлĕнмелли те çук - эпĕ ĕмĕрĕпех çавăн пек пулма тăрăшнă. Ман шутпа, пур руководителĕн те чи малтан çынна хисеплемелле, çынна хакламалла. Анчах та, шел пулин те, хăш-пĕр пуçлăхсем çакна ăнланмаççĕ», - тет Николай Герасимович пăшăрханса.

...Н.Герасимов 1923 çулхи майăн 6-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Катĕркасси ялĕнче çуралнă. Çамрăклах тăлăха юлнă, анчах тăванĕсем пулăшнипе вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ, шăпах 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă кун.

Çулталăк çурă хушши вăл тăван колхозра ырми-канми ĕçленĕ, окопсем чавнă çĕрте вăй хунă, нумай терт курнă. 1943 çулхи январьте ăна Хĕрлĕ Çара илеççĕ, Горький хулинчи çар çыхăнăвĕн шкулне вĕренме яраççĕ, тепĕр 3 уйăхран вара вăл Карели фронтĕнче - радиотелеграфист. Темиçе хутчен радист пулса разведчиксемпе тăшман тылĕнче пулать, пĕрре кăна мар вилĕмпе куçа-куçăн тăрать.

1944 çулхи октябрь уйăхĕнче вăл йывăр аманать. Çур çул çар госпиталĕсенче сипленнĕ хыççăн инвалид пулса тăван ене таврăнать.

Салтак тумне хывса ĕлкĕреймен 22 çулхи çамрăк Тĕрлемесри бухгалтерсен шкулне вĕренсе пĕтерет, Канашри вагонсем юсакан заводра, Вăрмарти «Заготзерно» предприятийĕнче, элеваторта бухгалтер пулса ĕçленĕ. Малалла вĕренме ĕмĕтленет, ĕмĕте пурнăçа кĕртсе 1953 çулта профсоюзсен Мускаври аслă шкулне вĕренсе пĕтерет. Пĕр вăхăт партин Вăрмар райкомĕнче ĕçлет.

1954 çулта ăна партин Тĕп Комитечĕн йышăнăвĕпе Алтай крайне çĕнĕ çĕрсене уçнă çĕре яраççĕ. Кунта вăл çĕнĕрен йĕркеленĕ «Романовский» совхозра партком секретарĕнче ĕçлет, каярахпа ăна парти райкомĕн секретарьне суйлаççĕ, совхоз директорĕн çумĕ пулса та ĕçлет. Алтайра ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна 3 медальпе наградăланă. 1960 çулта Николай Герасимович Вăрмар районне таврăнать. Ăна культура пайĕн заведующийĕн ĕçне шанса параççĕ. Вăл культура учрежденийĕсен ĕçне малалла лайăхлатас, вĕсене çĕнĕ кадрсемпе çирĕплетес енĕпе нумай вăй хурать.

1962 çулхи апрель уйăхĕнче парти райкомĕ сĕннипе ăна Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ пулма суйлаççĕ (хуçалăх центрĕ - Кавал ялĕ). 1965 çулта колхозран совхоз йĕркелеççĕ, «Ленинский» ят параççĕ.

Хуçалăха 7 çул ертсе пырса Николай Герасимовч ялти хуçалăх производствине малалла аталантарас, уй-хир тата выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине ÿстерес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттерет.Социаллă ыйтусемпе те нумай ĕçлет вăл. Тĕслĕхрен, 1966 çулта вăл тăрăшнипех Кавал ялĕнче икĕ хутлă суту-илÿ çуртне туса пĕтереççĕ. Республикăри ялсенчи пĕрремĕш универмаг пулнă вăл.

Пур кăтартусемпе те вăл вăхăтра «Ленинский» совхоз районти хуçалăхсем хушшинче малтисен ретĕнче пулнă. Николай Герасимовича вара совхоз ĕçченĕсем питĕ хисеплетчĕç. «Чăн-чăн этем, чăн-чăн руководитель», - тетчĕç ун пирки.

1969 çулта Н.Герасимова татах та ответлă вырăна, Чăваш ял хуçалăх институчĕн Шупашкар районĕнчи «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕн директорĕ пулма куçараççĕ.

Ку питĕ кăткăс хуçалăх пулнă. Наука çитĕнĕвĕсене ял хуçалăх производствипе çыхăнтарас, ун валли тарăн пĕлÿ илнĕ, производствăна килекен специалистсем хатĕрлес тĕлĕшпе нумай вăй хумалла пулнă. Н.Герасимов ертсе пынипе вара вĕренÿ хуçалăхĕ СССР ял хуçалăх министерстви системинче чи лайăх хуçалăхсенчен пĕри пулнă.

1974 çулта учхоза КПСС Тĕп Комитечĕн, СССР Министрсен Совечĕн, ВЦСПС тата ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Ку хуçалăхра 11 çул ăнăçлă ĕçленĕ хыççăн Н.Герасимов Ишлей райповĕн председателĕ пулса ĕçленĕ. Каярахпа пенсие тухнă хыççăн та темиçе çул вăл Шупашкарти промышленноç предприятийĕсенче ответлă вырăнсенче ĕçленĕ.

Николай Герасимовича Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Отечественнăй вăрçăн I-мĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, темиçе çар медалĕпе наградăланă. Ял хуçалăхĕнче тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн вара 3 хутчен «Хисеп Палли» ордена илме тивĕçлĕ пулнă. Вăрçă тата Ĕç ветеранĕн кăкăрĕ çинче пурĕ 33 награда çиçет.

1975-1980 çулсенче Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă.

Николай Герасимович халĕ те хастарлăхне чакармасть, обществăлла ĕçе хутшăнать, ял хуçалăх ĕçченĕсемпе час-часах тĕл пулать. Вăрмар районĕнче те пулать, тунă çитĕнÿсемпе, татса паман ыйтусемпе кăсăкланать, усăллă канашсем парать. Вăл Кавал ялĕн хисеплĕ гражданинĕ. Çавăн пекех йăрăс та яштака пÿллĕ, çивĕч ăс-тăнлă вăл. Культура, искусство ыйтăвĕсемпе те тăтăшах интересленет. Ветерансен тĕл пулăвĕсенче хăйĕн уçă та илемлĕ тенорĕпе вырăс тата чăваш юррисене, романссене тĕлĕнмелле лайăх шăрантарать. Апла пулсан ватăлмасть-ха паттăр салтак, пултаруллă çĕр ĕçченĕ. Малашне те çаплах пултăр, хисеплĕ Николай Герасимович!

Юбилей ячĕпе Сире, пирĕн хаклă çыннăмăр.

 В.АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика