АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун

30 апреля 2013 г.

Мăнкун - Христос тĕнĕн чи Аслă уявĕ. Вăл Иисус Христос ячĕпе çыхăннă. Икĕ пин çул каярах Вифлеем хулинче çуралнă Иисус çĕр çинче 33 çул кăна пурăннă. Евангели вĕрентĕвĕ тăрăх вăл халăх ырлăхĕшĕн асапланса вилнĕ, ăна çĕр çинчи çынсен çылăхĕсемшĕн хĕрес çумне пăталанă.

Иисус ÿтне хĕрес çинчен антарнă хыççăн касса кĕрсе тунă шăтăка пытарнă.

Виççĕмĕш кунне хĕрарăмсем Иисуса пытарнă шăтăк патне кайнă. Унта çитсен шалтах аптăранă: тупăкра Иисус ÿчĕ çук! Хĕрарăмсем хăраса-пăшăрханса ÿкнĕ. Акă сасартăк çиçсе тăракан тумтир тăхăннă Ангел курăннă, вăл çапла каланă:

«Иисуса виле шăтăкĕнче ан шырăр: Вăл кунта çук! Вăл - чĕрĕ, хăй каланă пек, вăл вилĕмĕнчен чĕрĕлсе тăчĕ! Кайăр та çакăн çинчен унăн вĕренекенĕсене каласа кăтартăр!» Вĕсем Христос чĕрĕлсе тăни çинчен унăн вĕренекенĕсене каласа кăтартнă. Иисус Христос тата Петр Апостола, Еммауса каякан икĕ вĕренекенне, Лукапа Клеопăна, унтан пур Апостола та курăннă.

Христос чĕрĕлсе тăнă кун Христоса ĕненекенсемшĕн чи аслă праçник, вăл куна Мăнкун теççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика