АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр завочĕ çветит тунă кулич сĕнет

30 апреля 2013 г.

Çăкăр завочĕ çветит тунă кулич сĕнет

«Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра тăрăшса вăй хуракан производство начальникĕ А.Яковлева, Л.Евдокимова, Н.Прокопьева, Н.Григорьева, Н.Ефремова, Е.Адюкова, С.Гаврилова рабочисем Мăнкун уявĕ валли куличсем хатĕрлеççĕ. Тутлăлантарса пĕçернĕ шурă çăкăра паха йышши çăнăхран хатĕрлеççĕ. Унта иçĕм, çăмарта, сахăр песукĕ, маргарин ярса тутлăлантараççĕ.

Мăнкун уявне валли хастар та пултаруллă ĕçченсем 500 ытла кулич хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Вĕсене çветит тума Таса Троица тата Михаил Архистратиг чиркĕвĕсен настоятелĕ Владимир Байгушев çитрĕ. Вăл кунта ĕçлекенсемпе кĕлĕ ирттерчĕ, пĕçерсе кăларнă куличсене çветит турĕ.

Çавăн пекех Владимир атте кулич пĕçермелли çăнăха тата ытти апат-çимĕçе Турă шывĕпе сапса тухрĕ. Пĕтĕм православи халăхне çывхарса килекен пысăк уявпа - Мăнкунпа - саламларĕ, çирĕп сывлăх, мирлĕ пурнăç сунчĕ. Çветит тунă куличсене райпо лавккисенче сутма тытăннă та ĕнтĕ.

«Чиркÿпе тачă çыхăнура пулни çыннăн ăс-хакăл культурине пуянлатать, çăкăр туса кăларакансен ĕçне хаклама пулăшать, Мăнкун уявĕнче чĕрĕлĕх туйăмĕ çуратать», - терĕ «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăн директорĕ М.Федорова.

 

З.ПАВЛОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика