27 апреля 2013 г.
Çак ятпа РФ наркотик çаврăнăшне хирĕç кĕрешекен федераллă служба йĕркеленипе Пĕтĕм Раççейри наркотике хирĕç кĕрешмелли акци иртнĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен волонтерсем (ертсе пыраканĕсем: И.Галкина, Е.Васильева вĕрентекенсем) çак акцие активлă хутшăнчĕç. Вĕсем поселокри суту-илÿ вырăнĕсенче, автовокзалта, автобус чарăнăвĕсенче пулса вырăнти халăхпа «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер» ятпа акци ирттерни çинчен пĕлтернĕ, ку енĕпе ятарлă листовкăсем салатса çÿренĕ.
И.ГАЛКИНА, вĕрентекен.
Источник: "Урмарская районная газета"