АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ача çемьере çитĕнтĕр

27 апреля 2013 г.

Çавна май йывăр пурнăç условийĕсенче пурăнакан ачасен интересĕсене хÿтĕлес, вĕсене социаллă пулăшу парас енĕпе пирĕн районта тĕллевлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ. Паянхи куна Вăрмар районĕнче опекунсен çемйисенче 74 ача, 26 усрав çемьесенче 47 ача пурăнать. Пĕр е икĕ ачана усрава илнĕ ашшĕ-амăшне уйăхсерен 3295 тенкĕ, виçĕ е ытларах ача пăхакансене 4680 тенкĕ тивĕçет. Опекунсен çемйисенче çитĕнекен ачасене пăхнăшăн паракан пособи калăпăшĕ ача миçе çултинчен килет. 2 çул тултарман ачасемшĕн - 5505 тенкĕ, 2 çултан пуçласа 7 çула çитейменнисене - 5726 тенкĕ, 7 çултан пуçласа 18 çул тултариччен 6288 тенкĕ параççĕ.

2012 çулта районта ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 22 ачана шута илнĕ, вĕсен шутĕнче тăр тăлăха юлнисем - 3, ытти ачасен ашшĕ-амăшне хăйсен прависенчен хăтарнă.

Пĕтĕмĕшле вара 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне райадминистрацин опекăпа попечительство органĕнче учетра - тăлăха тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 117 ача, вĕсенчен 22-шĕ - тăр тăлăхсем.

Ачан прависемпе интересĕсене хÿтĕлемелли чи юлашки мера - ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарасси. Хальхи вăхăт тĕлне опекăпа попечительство органĕнче ăнăçсăр 65 çемье, вĕсенче çул çитмен 122 ача пурăнать. Çак çемьесенчи пурăнмалли условисене тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр. Ачан сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан, тивĕçлĕ воспитани илме чăрмантаракан условисенче пурăннине вăхăтра тупса палăртни шăпăрлана çăлса хăварма пулăшать.

Опекунсем хăйсен тивĕçĕсене, ачасен прависемпе интересĕсене еплерех пурнăçланине, вĕсен пурăнмалли условисене тĕрĕслемелли ятарлă график йĕркеленĕ.

2012 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Раççей Федерацийĕн Çемье Кодексĕн 127 тата 146 статйисене тата Раççей Федерацийĕн Гражданла процессуаллă Кодексĕн 271 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» 2011 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнчи 351 номерлĕ Федераллă саккун вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн опекун пулас текен граждансен, ача усрава илес текенсен ятарласа вĕренме каймалла. 2013 çул пуçланнăранпа Вăрмар районĕнчи 10 гражданина çак енĕпе ятарлă курссене вĕренме янă.

Чăваш Республикин 2012 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнче ача усрава илекен граждансене пĕр хутчен укçан паракан пособийĕ çинчен» 60 номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан РФ гражданĕсене тăлăха е ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачана усрава илнĕшĕн кашни ача пуçне 300 пин тенкĕ укçа параççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн 294 номерлĕ Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тăлăха е ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 14-23 çулхи çамрăксен харпăрлăхĕнчи кил-çурта юсамалли Йĕркене çирĕплетнĕ.

Инвалид-ачасене пăхакан çемьсене пулăшу парас тĕллевпе РФ Президенчĕн февралĕн 26-мĕшĕнчи «Инвалид ачасене тата ачаранах пĕрремĕш ушкăн инваличĕсене пăхакансене уйăхсерен паракан тÿлев çинчен» Хушăвне йышăннă. 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ача усрава е опекăна илнĕ, инвалид ача тата ачаранах пĕрремĕш ушкăн инваличĕсене пăхакан граждансене (нихăш çĕрте те ĕçлемест пулсан) уйăхсерен 5500 тенкĕ тÿлеççĕ.

2012 çулта тăлăха юлнă 6 ачана 33 тăваткал метртан кая мар лаптăклă пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.

Н.Борисова.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика