27 апреля 2013 г.
Вăйă ачана пур енлĕн аталанма, пултарулăхне палăртма пулăшать. Вăйăра вăл шухăшлама вĕренет, йывăрлăхсене çĕнтерсе çирĕпленет.
Çитĕнекен ачасемшĕн вăйă пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Уйрăмах ача садне çÿренĕ вăхăтра тĕрлĕ вăйă урлă аталанса çитĕнеççĕ шăпăрлансем. Акă нумаях пулмасть пирĕн Карăкçырмари ача садĕнче те «Знайка» интеллектуаллă конкурс иртрĕ. М.Федоров, К.Афанасьев, А.Павлова, Т.Петрова, Е.Иванова аслă ушкăнри ачасем пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Хăнана «Буратино» юмахри Мальвина килчĕ. Вăл ачасене пуçĕсене шухăшлаттармалăх тĕрлĕ заданисем пачĕ. Конкурсра ачасем йывăрлăхсене çĕнтерчĕç, савăнчĕç, чĕрчунсене «сас паллиллĕ вакунсем» çине тĕрĕс лартса ăсатса ячĕç. Мальвина сăнарне калăплакан ачасене тĕрлĕ юмахсене илсе кайса килчĕ. Пĕтĕмĕшле тĕрлĕ-тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравлама тиврĕ ачасен.
Пурте вăйă-конкурсра пуçарулăхĕпе, шухăшлама пĕлнипе палăрчĕç. М.Петровăпа О.Васильева жюри членĕсене чи пултаруллине суйласа илме пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Çапах та конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Чи ăслă ача» ята Татьяна Петрова тивĕçрĕ.
Н.Александрова, И.Львова, воспитательсем.
Источник: "Урмарская районная газета"