АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллисем çĕр лаптăкĕсем илеççĕ

27 апреля 2013 г.

Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли мерăсенчен пĕри – çĕр лаптăкĕсем парасси. ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче ЧР «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси çинчен» калакан саккунне йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн 18 çулчченхи виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт е дача тума, хушма хуçалăх тытса пыма çĕр лаптăкĕсем параççĕ. Ку е вăл ыйтăва тĕплĕнрех çутатса парас тĕллевпе эпир Вăрмар район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчи çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕпе И.АНДРЕЕВĂПА тĕл пулса калаçрăмăр.

– Ираида Ивановна, виççĕмĕш ача çуратнă е усрава илнĕ çемьесене çĕр памалли йĕркепе паллаштарсамăр пирĕн район çыннисене?

2011 çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа пирĕн районта виççĕмĕш ача çуратнă (усрава илнĕ) çемьесене пурăнмалли çурт е хваттер пуррипе çуккине пăхмасăрах çĕр лаптăкĕсем уйăраççĕ.

Уйрăм çурт хăпартма тата хушма хуçалăх йĕркелесе пыма, дача тума паракан çĕр лаптăкĕсене халăх пурăнакан вырăнта параççĕ. Палăртса хăвармалла - çак çĕр участокне нумай ачаллă çемьене пĕр хутчен кăна параççĕ, çавăнпа та çĕр лаптăкĕ çемьери кашни членăн пĕрлехи харпăрлăхĕ пулса тăрать.

– Уйăрса паракан çĕр участокĕсен калăпăшĕсем мĕнлерех-ши?

– Пирĕн районта уйрăм çурт хăпартма – 0,15 гектар, уйрăм хушма хуçалăх йĕркелесе пыма – 1 гектар таранччен, дача хăпартма – 0,10 гектар уйăрса параççĕ.

– Çак саккун вăя кĕнĕренпе пирĕн районта миçе çемье çĕр участокĕсене илме пултарчĕ?

– Пĕтĕмĕшле 2011 çултанпа пирĕн районта çĕр участокĕ илес текен нумай ачаллă 53 çемьене шута илнĕ. Çак саккун вăя кĕнĕренпе вĕсенчен 37-шĕ çĕр лаптăкĕсем илме пултарчĕç. Тепĕр 16 çемье – черетре.

– Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем панă чухне мĕнлерех йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ?

Поселокра пурăнакан виççĕмĕш ача çуратнă е усрава илнĕ çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерессипе йывăрлăхсем пур. Саккунпа килĕшÿллĕн 2011 çул тата ун хыççăнхи çулсенче çуралнă виççĕмĕш е ытларах ачасемшĕн çемьесене çĕр лаптăкĕсене уйрăм çурт хăпартмалăх параççĕ. Çавна май паянхи куна поселок территорийĕнче çурт лартма çĕр лаптăкĕ илес текен 14 çемье черетре тăрать. Поселокра вара хальлĕхе нумай ачаллă çемьесене памалли палăртса хунă çĕр участокĕсем çук. Черетре тăракансене поселокăн хĕвел тухăç енче вырнаçнă çĕр лаптăкĕсене уйăрса пама палăртатпăр. Анчах та çак çĕр лаптăкĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ. Вĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕ урлă ял хуçалăх пĕлтерĕшлинчен пурăнмалли çурт-йĕр хăпартмалли пĕлтерĕшлине куçармалла. Хальхи вăхăтра çĕр участокĕсен тĕлĕшĕпе кадастр ĕçĕсем пыраççĕ, çĕр участокĕсен чиккисене, номерĕсене палăртассипе ĕçлетпĕр. Çулталăк вĕçлениччен черетре тăракансене пурне те çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересшĕн. Ял тăрăхĕсенче пурăнакан нумай ачаллă çемьесемпе çакнашкал йывăрлăхсем çук. Кунта çĕр илес тесе черете тăрас текенсем нумай мар.

Акă Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Маринăпа (ÿкерчĕк çинче) Владимир Федоровсен нумай ачаллă çемйи 2011 çулта Чиркÿ урамĕнче вырнаçнă çĕр лаптăкĕ илнĕ. Кунта вĕсем пĕлтĕр никĕс янă, çурт лартма хатĕрленеççĕ.

Э.Михайлова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика