АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса çĕрте пурăнма та аван

27 апреля 2013 г.

Таса çĕрте пурăнма та аван

Официаллă майпа районта апрелĕн 15 - июнĕн 15-мĕшĕсенче тăван тавралăха тирпей-илем кĕртессипе экологипе санитарин икĕ уйăхлăхне ирттересси пирки пĕлтернĕренпе нумай вăхăт та иртмерĕ - Вăрмар поселокĕн, ялсен урамĕсем куç умĕнчех хитреленсе пыма тытăнчĕç. Типĕ çулçăсемпе çÿп-çапран тасатнă вырăнсенче пĕрремĕш симĕс курăксем хальлĕхе сайрарах кулакан хĕвел енне васкамасăр пуçĕсене тăсма пуçларĕç, тавралăха пачах урăх сăн кĕртме тытăнчĕç. Çакă тÿрремĕнех районти хула, пур ял тăрăхĕсенче те экологи субботникĕсем ирттерме тытăннипе çыхăннă.

Вăрмар поселокĕнче çак пархатарлă ĕçе чи малтисенчен пĕрисем пуçларĕç тени йăнăш пулас çук. Район, хула администрацийĕсен культура, обществăлла апатлану системин, ытти учрежденисемпе организацисен, предприятисен ĕçченĕсем, шкул ачисем пушă вăхăт тупса пуриншĕн те кирлĕ çак ĕçе хутшăнаççĕ. Ял тăрăхĕсенче те тирпей-илем кĕртесси вăй илсех пырать.

Тикаш ял тăрăхĕ. Ял администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кунти депутатсем, активистсем йĕркелесе пынипе юр кайса пĕтнĕ хыççăн тухнă çÿп-çапа пуçтарас ĕç пырать. Ăна михĕсем çине тултарса «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн транспорт хатĕрĕсемпе çÿп-çап пухмалли Вăрмарти полигона турттараççĕ. Çак ĕçе пур ял халăхĕ те хутшăнать, уйрăмах вара шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, фельдшерпа акушер пункчĕн, культура ĕçченĕсем активлă. Тĕп ĕçсем халĕ урамсенче, Çĕнтерÿ аллейинче, паркра, шкул территорийĕнче иртеççĕ. Çывăх вăхăтра юхан шыв хĕррисене тасатĕç, йывăçсем лартмалли вăхăт та çитсе пычĕ.

Кавал ял тăрăхĕ. Пилĕк яла пĕрлештерсе тăракан тăрăхра ĕçĕ те сахал мар. Хальхи вăхăтра ялсенчи ăпăр-тапăра пухас, тĕрлĕ енлĕ хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе ĕçсем пурнăçлаççĕ. Çак кунсенчех Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă çар çыннисен ячĕпе лартнă палăксемпе обелисксене, вĕсен таврашне йĕркене кĕртес тĕлĕшпе тимлеме пуçласшăн. Ун хыççăн ĕç шавĕ масарсем çине куçĕ.

Чулкас ял тăрăхĕ. Çак тăрăхра пурăнакансем те, уйрăм ял тăрăхĕн администрацийĕн, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем, суту-илÿре вăй хуракансем кĕреçе, кĕрепле, шăпăр алла тытса ĕçе кÿлĕнчĕç. Куç умĕнчех тавралăх хитреленсе пычĕ. Çак ĕçрен шкул ачисем те айккинче юлмарĕç. Шкул территорине тата унăн çывăхне тирпейлерĕç.

Ĕçе кунта теорипе те çыхăнтараççĕ. Республикăра иртекен «Симĕс патруль» акцие хутшăнса ял тăрăхĕн администрацийĕнче 7-8 классенче вĕренекенсемпе «çавра сĕтел» ирттернĕ. Тĕл пулу «Çут çанталăк - экологи - хăрушсăрлăх - эпĕ» темăпа иртнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев ачасене вĕсем пурăнакан тăрăхра тавралăха упрасси епле пулса пынипе, экологи лару-тăрăвĕпе паллаштарнă. «Çавра сĕтеле» хутшăннисем çак темăпа хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ, Раççей Федерацийĕнче Çут çанталăка упрамалли çулта мĕн-мĕн туса ирттерме май пурри пирки сĕнÿсем панă. Çав шутра - экологи субботникĕ, «Çăл куç» операци ирттересси, йывăç-тĕмсем лартасси.

В.ВАСИЛЬЕВ хатĕрленĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика