27 апреля 2013 г.

2012 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ «Халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан нумай функциллĕ Центр» автономи учрежденийĕ тăвасси çинчен» 769 номерлĕ Йышăну тунă. Çак Йышăнупах унăн Уставне, Центр директорне çирĕплетнĕ. 2012 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче нумай функциллĕ Центра Федераллă налук службинче юридици сăпатлă организаци тесе регистрациленĕ.
Мĕн вăл нумай функциллĕ Центр, ăна туса хунин тĕп тĕллевĕ мĕнре? Çак тата ытти ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе унăн районти директорĕпе Жанна Олеговна Макаровăпа тĕл пултăмăр.
- Пĕрремĕш ыйту ум сăмахранах тухрĕ: Тĕллевĕ мĕнре?
- Центр уйрăм çынпа патшалăх органĕсене тÿрремĕн хутшăнма пулăшать. Енчен те хальччен пĕр-пĕр гражданинăн вăл е ку муниципаллă организацирен справка е урăх документ илмелле пулсан, унта каймалла, черетре тăмалла, вăхăт çухатмалла пулнă пулсан, халĕ вара çак ĕçе центрти специалист патне пырса пĕр вырăнтах патшалăхăн кирлĕ пулăшăвĕсене илме пулать. Енчен те хăш-пĕр патшалăх учрежденийĕсенче черетсем пысăк пулсан, пирĕн центрта клиент ыйтăвĕсене 15 минут хушшинченех татса пама пултаратпăр.
- Центр урлă мĕнле пулăшусем илме пулать. Патшалăх пулăшăвĕ паракан хăш учрежденисемпе эсир ĕçлетĕр?
- Нумай функциллĕ центр ĕçĕ çын тата муниципаллă тытăмра ĕçлекен служащин вăхăтне перекетлеме кăна мар, коррупци шайне чакарса лартма пулăшать. Паянхи кун тĕлне центр урлă Вăрмар район администрацийĕ паракан муниципаллă, çĕрпе-пурлăх, социаллă пулăшу, куçман пурлăх прависене регистрацилес, шкул çулне çитмен тата вĕрентÿ учрежденийĕсенче илекен çăмăллăх тĕсĕсем - пĕтĕмпе 24 тĕрлĕ пулăшупа усă курма пулать. Çывăх вăхăтрах РФ Регистраци тата Кадастр палатисен, Пенси фончĕн, Сывлăхпа социаллă аталану министерствин пулăшăвĕпе усă курма май пулĕ. Çĕршыв, ют çĕршыв паспортне илме заявление центр урлах тума пулĕ, ГИБДДран килнĕ штраф суммине (пулать-çке ун пекки те) пĕлме пулать. Мăшăрланас тесен заявление те пирĕн центр урлах яма пулать. Патшалăх пулăшăвĕ паракан пур списокпа та эсир Вăрмар район администрацийĕн сайтĕнче паллашма пултаратăр.
- Жанна Олеговна, кăçалхи çак тапхăрта центр çынсене мĕн чухлĕ патшалăх пулăшăвĕ панă-ши?
2013 çулхи пĕрремĕш кварталта 96 консультаци, 8 муниципаллă пулăшу панă. Ытларах культура, вĕрентÿ ĕçченĕсем пыраççĕ, çын пурăнман çурт-йĕре арендăна илессипе çыхăннă ыйтусене уçăмлатас тĕлĕшпе килекенсем те пулчĕç.
- Пур ĕçе те Центр кăна туса çитереймест пуль. Йывăрлăхран тухма мĕнле мелсем шыратăр?
Тĕрлĕ ĕç хучĕ хатĕрлемешкĕн районти нумай функциллĕ центр çеç çителĕксĕр. Çавна май тĕслĕх библиотекăсемпе те анлă усă курас тĕллевлĕ. Вĕсене çĕнĕ аппаратурăсемпе пуянлатрĕç. Ял тăрăхĕсенчи çĕнĕ программăсемпе техника çитес вăхăтсенче хута кайсан пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ татах та курăмлă пулĕ. Пирĕнпе çыхăнмалли телефон: 2-33-32.
В.ТОЛМАТОВ калаçнă.
Источник: "Урмарская районная газета"