27 апреля 2013 г.
Чи малтанах ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне О.Иванова вырăнти хăй тытăмлăха аталантарнăшăн, ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн «Пĕтĕм Раççейри вырăнти хăй тытăмлăх Канашĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Тав çырăвне панă.
Унтан Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем умĕнче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ И.Константинов 2012 çулхи тата 2013 çулхи пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Çавăн пекех Вăрмар районĕн муниципаллă пĕрлĕхĕнче тăракан муниципаллă куçман пурлăха ЧР Вăрмар хула тăрăхĕн муниципаллă пĕрлĕхне парасси, «2013 çулхи Вăрмар районĕнчи муниципаллă пурлăха приватизацилессин «Прогнозлă планне», Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн 2012 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнчи 168 номерлĕ «Вăрмар районĕнче контрольпе шутлав палати йĕркелесси çинчен», 2012 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнчи 158 номерлĕ «ЧР Вăрмар районĕн 2013 тата планпа пăхнă 2014, 2015 çулсенчи район бюджечĕ çинчен», Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн 2010 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнчи «Вăрмар районĕнчи çамрăксем: 2011-2020 çулсенче» районти тĕллевлĕ программа» йышăнусенче улшăнусем кĕртесси тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.
2013 çулхи пĕрремĕш кварталта Вăрмар район бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пынин отчетне йышăннă.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне А.Тихонова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ят парасси пирки ыйтса çырнине пăхса тухса ăна çирĕплетнĕ. Асăннă ыйтусемпе райадминистрацин юридици пайĕн начальникĕ Л.Степанов, финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Енькова, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕсем Д.Иванов, Ю.Соколов, райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕн пайĕн начальникĕ Н.Павлов тухса калаçнă.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин 2012 çулхи районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ тата 2013 çулхи тĕп задачисене палăртнă. Пухура депутатсем асăннă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
Источник: "Урмарская районная газета"