27 апреля 2013 г.

Тикашри «Иванов В.А.» хуçалăхра чи малтанах 15 гектар çинче сĕлĕ акса пĕтернĕ, урпа акаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне 225 гектар çинче урпа акнă. Складри тырра уя илсе тухма Л.Филиппова, П.Кабакова, А.Белоусов хатĕрлеççĕ. Тырра икĕ сеялкăпа акаççĕ, 1 культиватор ĕçлет. «Иванов В.А.» хуçалăхра кĕрхисене 850 гектар çинче акса хăварнă, çурхисене 2 пин ытла гектар çинче акма палăртнă. Пĕтĕмĕшле тĕш тырă культурисем хуçалăхра 3 пин гектар çĕр лаптăкĕ йышăнĕç. Тырра ГАЗ-53, КамАЗ автомашинăпа, турттарса тăраççĕ. Пĕр КамАЗа тултарнă тырă 50 гектар яхăн çĕре акмалăх çитет. «Сапаркин А.Г» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче паянхи кун тĕлне 200 гектар яхăн çĕр çинче урпа акнă. Тулла 600 ытла гектар çинче акма палăртнă. КамАЗ водителĕ Г.Сапаркин уя тырă турттарса тăрать. С.Сапаркин механизатор сеялка çакнă тракторпа урпа акать. Н.Васильев, А.Федоров, А.Николаев КамАЗ автомашина кузовĕ çинчен тырра сеялка çине тултарса тăраççĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсем лайăх çанталăк условийĕсене шанаççĕ, çурхи ака-сухана ăнăçлă ирттерсе ярассишĕн тăрăшаççĕ.
Э.МИХАЙЛОВА.