24 апреля 2013 г.

Ăна тивĕçлĕ шайра ирттерес тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ кашни муниципаллă пĕрлĕхре ятарлă план йĕркелеме, туса ирттернĕ ĕçсем пирки пĕлтерсех тăма хушнă. Район территорийĕнчи масарсене, вăрçăра пуçĕсене хунă, унта хутшăннă вăрçă ветеранĕсене асăнса лартнă палăксене, мемориал хăмисене йĕркене кĕртме кирлине палăртнă. Йывăçсем лартасси те тивĕçлĕ шайра пулса иртмелле. Автомобиль çулĕсене тытса тăрасси, вĕсен хĕррисене çÿп-çапран тасатасси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Санитарипе экологи ĕçĕсене туса ирттерессипе организациллĕ комисси йĕркеленĕ, çÿлерех асăннă йышăнăва мĕнле пурнăçласа пынине вăл тĕрĕслесе тăрĕ.
Икĕ уйăхлăха хутшăнса Вăрмар район администрацийĕн, ытти учрежденисемпе организацисен, предприятисен ĕçченĕсем палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçсем пуçларĕç. Нумайрах та нумайрах çын тавралăх хитрелĕхĕ чылай чухне хамăртан килнине ăнланса пыни пĕлтерĕшлĕ. Çывăх кунсенче уйрăм çынсем хăйсем пурăнакан, уйрăм предпринимательсем те суту-илÿ вырăнĕсем çывăхĕнче тирпей-илем кĕртме хутшăнасса шанас килет.
Источник: "Урмарская районная газета"