24 апреля 2013 г.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче шалти ĕçсен органĕсен тата шалти çарсен ветеранĕсен кунне халалланă професси уявĕ иртрĕ. Мероприятие районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлесе тĕрлĕ çулсенче пенсие тухнă милици ветеранĕсем пухăнчĕç. Чи малтанах вĕсене муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Константинов уяв ячĕпе саламларĕ, йĕрке хуралне сыхласа пурăннă ветерансене паянхи кун та шалти ĕçсен уйрăмĕпе çыхăну тытса тăнăшăн тав турĕ.
Чăннипех те, районти милици ветеранĕсен организацийĕн представителĕсем çамрăк полици сотрудникĕсене вăхăтра тĕрĕс канаш парса пулăшаççĕ, ку е вăл лару-тăрура мĕнлерех пулмаллине вĕрентеççĕ. Çавăн пекех районти ветерансен Канашĕ милици ветеранĕсен интересĕсене хÿтĕлессипе, полици сотрудникĕсене юридици пулăшăвĕ парассипе ĕçлет. Районти милици ветеранĕсен канашĕн председателĕ Г.Васильев çак организацин иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе, кăçалхи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.
Муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Константинов ветерансене Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин, Ветерансен канашĕн, Вăрмар район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе наградăларĕ.
Ветерансене чыслама поселокри «Березка» пĕрремĕш номерлĕ ача садне çÿрекенсем, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта кадет класĕнче вĕренекенсем те килсе çитрĕç, хăйсен савăнăçлă концерчĕпе савăнтарчĕç. Мероприяти вĕçĕнче полици сотрудникĕсемпе милици ветеранĕсем йĕрке хуралне, саккуна хÿтĕлесе пуçне хунă сотрудниксене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
М.СИНИЧКИНА.
Источник: "Урмарская районная газета"