24 апреля 2013 г.
«Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ». «Тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех». «Юрататăп чăвашсене, вĕсене пĕтĕм чунран ырлăх сунатăп. Чăвашсене телейлĕ тăвас тенисĕр пуçне манăн пурнăçра урăх нимĕнле тĕллев те пулман». Çак сăмахсем вĕрентÿçĕн пурнăç тĕллевне яр уççăн палăртаççĕ.
Пĕлетпĕр: çак тĕллеве вăл çут ĕçĕ урлă пурнăçласа пынă. Çĕнĕ алфавит йĕркелени чăвашла букварь кăларма пулăшнă. Чĕмпĕрте уçнă учительсем хатĕрлекен шкул çав вăхăтшăн университетпа, консерваторипе, академипе танлашнă. Кунта картинăсен галерейи, тавра пĕлÿ музейĕ, симфони, вĕрсе каламалли тата хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрĕсем, виçĕ хор пулнă, кунтах спектакльсем тата «Иван Сусанин» опера лартнă. Шкулта ял хуçалăх ферми тунă, пулас учительсем агрономи ĕçне вĕреннĕ, тĕрлĕ мастерскойра ĕçленĕ.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен 1000 ытла ача вĕренсе тухнă, каярах вĕсем Атăлпа Урал тăрăхĕнче тата ытти çĕрте те хут пĕлменлĕхе пĕтерме хутшăннă. Çак тапхăрта пĕтĕм чăваш тĕнчи Яковлев, тăван тĕнче сывлăшĕпе сывлать, унăн кун-çулĕпе пурăнать, ăсĕпе тăнлать. Шупашкарта çеç мар, республикăн кашни кĕтесĕнче, çавăн пекех йăхташăмăрсем пурăнакан пур регионта та Чăваш чĕлхин кунĕсем иртеççĕ. Ячĕшĕн ан пултăрччĕç вĕсем. Хамăрăн иртнĕ чăнлăха чунпа-чĕрепе туйса илсе паянхи кун пĕлтерĕшĕпе шайлаштарса хакласчĕ.