24 апреля 2013 г.
Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕ - Н.Никольскин тăван çĕршывĕ. И.Яковлев çурални 165, Н.Никольский çурални 135 çул çитет. Çак ятпа Кăнна-Кушки-Шупашкар-Купăрля маршрутпа чупу апрелĕн 25-мĕшĕнче пуçланать. Пĕрремĕш чупу 2003, 2-мĕшĕ - 2008 çулта пулнă, кашни пилĕк çултан. Пирĕн районтан 2003 çулта эпир В.Солдаткинпа, 2008 çулта К.Ивановпа чупрăмăр.
Хальхи 3-мĕш чупура тĕп чупуçăсем 12 çын пулаççĕ. Чупу ертÿçи тĕнче чемпионки Алина Иванова, эпĕ унăн çумĕ. Чупакансем ытларах çамрăк спортсменсем, чи аслисем эпĕ тата 69 çулхи «Хыпар» хаçатăн корреспонденчĕ Г.Кузнецов.
Ку чупу ăмăрту мар, ушкăнăн-ушкăнăн пĕр-пĕрне улăштарса пурне те тивĕçтерекен хăвăртлăхпа пĕрле чупасси. Пирĕн хыçра ятарласа панă автобус пулать. Малта чупакансен аллинче Чăваш Республикин ялавĕ, ыттисем пурте ун хыçĕнче чупса пырĕç. Вĕсем хушшинчех - тĕрлĕ район тăрăхĕсенчи шкул ачисем, спорта юратакансем. Кам мĕн чухлĕ чупма пултарнă таран. Çак ирĕклĕ чупакансен шучĕ ултă кун хушшинче пин-пин çын пулĕ. Чупу вунă район-хула тăрăхĕсемпе иртсе апрелĕн 30-мĕшĕнче Купăрляра вĕçленет.
Чупу тĕллевĕсем: асăннă чăваш улăпĕсен ячĕсене тата çÿллĕрех шая çĕклесси, чăвашлăхшăн тăрăшасси, сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарасси, çамрăксем хушшинче патриотизм туйăмне çирĕплетесси.
Программа тăрăх тĕрлĕ çĕрте чарăнса тĕл пулусем, митингсем, концертсем нумай ирттерме палăртнă, вĕсем пурте чăвашла иртĕç. Кашни район чиккинче пире яваплă çынсем кĕтсе илĕç. Чупу çырса хатĕрленĕ графикпа пулса пымалла.
Эпĕ ку чупура 3-мĕш хут пулатăп, ăнăçлă вĕçленессе шанатăп. Чупу хыççăн мĕнле иртни çинчен район халăхне каласа кăтартас кăмăл пур.
Н.МИХАЙЛОВ.