08 декабря 2012 г.
Çакăн пек каларăшпа чĕнсе калас килет халăха. Сывă чухне пире çыннăн нуши курăнмасть, кулянтармасть, йĕртмест. Анчах та манпа çакăн пек инкек нихăçан та пулмасть-ха тесе пире никам та шантарма пултараймасть. Халĕ патшалăх сусăрланнă çынсене тĕрлĕ енчен пулăшу парать пулсан та пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ: урамра иртсе çÿреме, суту-илÿ тата ытти учрежденийĕсене кĕрсе тухма...
Вăрмар районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан Центр ĕçченĕсем сусăр çынсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем центрти тĕрлĕ уйрăмсенче пулăшу илсе тăраççĕ: килти социаллă пулăшу, васкавлă социаллă пулăшу, вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра.
Сусăрланнă çынсен нушисене курса тата вĕсене ырлăх сунса Вăрмар районĕнчи тĕрлĕ организацисемпе уйрăм предпринимательсем: «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă общество, Р.Н.Хованская, В.А.Павлов, В.В.Павлов, Т.П.Иванова, В.М.Иванов, Т.П.Ильина, Г.М.Назаров, Н.Ю.Васильева, А.В.Максимова, Ю.И.Васильев, В.И.Сергеев айккине тăрса юлмарĕç, тĕрлĕ таварсемпе, укçан пулăшу пачĕç. Васкавлă социаллă пулăшу тата килте социаллă пулăшу паракан уйрăм специалисчĕсем спонсорсем панă таварсене центрта пулăшу илсе тăракан сусăр çынсене валеçсе пачĕç, вĕсене ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Сывви сусăррин нушине яланах ăнланасса шанас килет.