АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунар сезонĕнче...

08 декабря 2012 г.

Мамăк тирлĕ чĕр чунсене тытмалли сунар сезонĕ ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта пирĕн тăрăхра мулкач, тилĕ, пакша, енот, сăсар (лицензипе) тата пăсара тытма юрать.

Мулкачсене вара декабрĕн 31-мĕшĕччен кăна тытма ирĕк панă. Путевкăсем илнĕ чухне обществăн членĕсем хăйсене панă çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ. Çавăнпа та взнос укçине вăхăтра тÿлемелле. Сунар хуçалăхĕнче тÿлевсĕр ĕçленине билет çине паллă туса пичет пусса çирĕплетни пулмалла. Çавна шута илсе путевка хакĕ 250 тенкĕпе танлашать е тата тÿлевсĕр те пулма пултарать. Тÿлевсĕр ĕçленине хак хума ятарласа кăларнă таблица пур. Çав таблицăра кăтартнă тăрăх, 1 кашкăр тытни 15 кун ĕçленипе танлашать. Унсăр пуçне сунарçă тÿлевсĕр путевкăна тивĕçет. Таблицăна пăхăнса ĕçлекенсене путевка хакне йÿнетсе параççĕ. Путевка илнĕ чухне паспорт, полици панă килĕшÿ, сунар обществин членĕ пулнине çирĕплетекен Раççей билечĕсем кирлĕ. Халĕ кăштах сунара йытăсемпе тухмалли йĕркене пĕлтересшĕн. Кашни çулах сунар йыттисене обществăн председателĕ патĕнче регистрацилемелле. Вĕсен паспорчĕсем çук пулсан çĕнĕрен илмелле. Унсăр пуçне ветеринар патĕнче прививка тунине çирĕплетекен хучĕ çинче пичет палли пулмалла.

Хăрушсăрлăх правилисене те пăхăнмалла. Пур сунарçăн та ял çывăхне çитиччен (800 метр) патронсене кĕпçерен кăларса чехола хумалла. Пăшала çынна та пама юрамасть. Ял хушшинче те пăшалпа пемелле мар. Авăрланă патрон экстраторпа тухмасан пăшала хупса пемелле, ун хыççăн вăл кĕпçерен çăмăллăнах тухать. Тискер кайăка куçпа курсан çеç ним хăрамасăрах пеме юрать. Пăшал кĕпçинчен тухнă пуля 1000 метртан, картеч 600 метра çитиччен, йĕтре 300 метр таран хăрушлăх кăларса тăратать. Сунар сезонĕ пĕтсен путевкăсемпе лицензисене вунă кун хушшинче тавăрса памалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика