08 декабря 2012 г.

Чăваш Енре кондитер продукцийĕ туса кăларакан чи пысăк «АККОНД» акционерсен уçă обществи çак кунсенче Вăрмар райповĕн Энĕшпуç ялĕнчи лавккинче кондитер изделийĕсен уйрăмне уçрĕ.
Ача чухне кам кондитер фабрикинче пулса тăраниччен пылак çимĕçсене çиме ĕмĕтленмен-ши; Халĕ вара çакă Энĕшпуç шăпăрланĕсемшĕн производство цехне каймасăрах пурнăçланма пуçлать. Паллах, рынок условийĕнче пурăннă май, укçа тÿлесен. «АККОНД» продукцийĕ иксĕлмест пек туйăнать. Çак общество çулталăкне 50 пин тонна пылак продукци - 25 тĕрлĕ ассортимент ушкăнĕ - пĕтĕмпе 600 ятпа шокколадпа конфет туса кăларать. Кашни çул ассортиментăн 10 процентне çĕнетсе пыраççĕ, çулталăкне кунта 1 млрд тенкĕ ытларах продукци туса кăларса сутнă. Предприяти тĕрлĕ куравсемпе конкурссенче çÿллĕ шайри наградăсем çĕнсе илет. Туса кăларакан пылак çимĕçсене Раççейĕн пур кĕтесĕсенче, 13 ют çĕршывра хаваспах туянаççĕ, 25 çул хушши фабрикăна В.Иванов ăнăçлă ертсе пырать. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май Вăрмар тăрăхне, хăй те кÿршĕллĕ Тăвай районĕнчен-çке, час-часах килсе çÿрет.
Валерий Николаевич çине тăнипех Вăрмар поселокĕнче райпон «Органика» лавккинче «АККОНД» АУОн ятарлă уйрăмĕ уçăлчĕ. Акă халĕ ун пек уйрăм Энĕшпуçĕнче те пур. Ăна уçма Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов, райпо правленийĕн председателĕ Е.Харитонова, «АККОНД-Торг» тулли мар яваплă обществăн суту енĕпе ĕçлекен менеджерĕ Е.Сироткина, райадминистрацин экономика аталанăвĕпе промышленноç, суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов тата ял халăхĕ хутшăнчĕ.
Асăннă магазинта икĕ сутуçă - А.Алексеева тата Е.Тян ĕçлеççĕ. Суту-илÿ сентрисем умĕнче тăнă май вĕсем пурне те ăш-пиллĕн йышăнаççĕ, продукцие сĕнме пĕлеççĕ. Суту-илÿ ĕçĕнче çакăн пек сутуçăсем пулсан тавар таврăнăшĕ те ÿсет.
Предприяти ячĕпе сахал мар ăшă сăмах илтрĕç вăл кун кунта пуçтарăннисем. Ахальтен мар - общество 250 ытла тĕрлĕ ятлă пылак çимĕç тăратнă. Пухăннисем çимĕçсене тутанса пăхма пултарчĕç, хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.
Вăрмар райповĕ тата «Единая Россия» çулсерен «Ачасене-шоколад» акци ирттерет. Кашни çын унта хутшăнса интернат-шкулсемпе ачасен çуртĕнче пурăнакансене хăйсен шучĕпе пылак çимĕç туянса ырă ĕç тума пултараççĕ. Тепĕр ырă хыпар та пур - «АККОНД» АУО çывăх вăхăтрах çакăн пек уйрăм Чулкасри райпо лавккинче уçма палăртнă.
Цифрăсен чĕлхипе
Чăвашпотребсоюзăн Вăрмарти райпон тĕрлĕ суту-илÿ вырăнĕсем тăрăх «АККОНД» АУО 2011 çулхи 9 уйăх хушшинче хăйĕн продукцине - 18 тонна таран, 2 млн 105 пин тенкĕлĕх сутнă пулсан çак кăтарту 2012 çулхи палăртнă вăхăтра 2 млн та 820 пин тенкĕлĕх 24 тонна продукци сутнă.