08 декабря 2012 г.
Çĕршывăн Генеральнăй прокурорĕ Ю.Чайка декабрĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта пулнă. Тĕп хулан аэропортĕнче ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, республика прокурорĕ В.Метелин, ытти официаллă çынсем кĕтсе илнĕ. Ю.Чайка кунта федерацин Атăлçи округĕн территорийĕнче ЖКХ сферинче саккунсене пурнăçланине прокурорсем сăнаса тăрассине лайăхлатас ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Генпрокуратура аппарачĕн ĕçченĕсем, округри субъектсен прокурорĕсем килнĕ. Канашлăва уçнă май Генпрокурор Раççей Президенчĕ ЖКХ сферинче йĕрке тăвас енĕпе çирĕп ыйтнине палăртнă. Çавна май прокуратура органĕсен ку ĕçе тÿрремĕнех хутшăнмалла. Шел те, ытти çĕрти пекех Атăлçи округĕнче те саккуна пăснă тĕслĕх нумай - кăçалхи 9 уйăхра унашкаллисене 50 пине яхăн тупса палăртнă, 13 пин çынна тĕрлĕ майпа явап тыттарнă. Пуçарнă уголовлă ĕçсем тăрăх вăрланă, саккунсăр усă курнă укçа виçи 200 млн тенке çитнĕ, анчах çав шутран 3 процент ытларах пайне çеç, 22 млн тенкине шыраса илнĕ.
Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Юрий Яковлевич прокуратура органĕсен управляющи компанисем граждансене хăйсен ĕçĕ çинчен калакан информацие пĕлтерессине, пысăк парăмсем пухнă организацисене тĕрĕслессине, панкрутлăх тапхăрĕнчи ЖКХ предприятисемпе интересленессине тĕпе хумалли çинчен каланă.