АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç лартма вăхăт çитет

20 апреля 2013 г.

Çуркунне вăй илсех пырать, эппин йывăç лартас вăхăт та çывхарса çитет. Çырма-çатраллă Чăваш Енĕн шыв хĕррисене лартмалли чи вырăнлă йывăç-тĕмĕ вăл - йăмрапа хăва. Çакна чăвашсем ĕмĕрсем тăршшĕ тытса пынă, мĕншĕн тесен вĕсен тымарĕсем çырансене ишĕлесрен тытса тăнă. Ученăйсем палăртнă тăрăх вĕсен тымарĕсем уй-хирсенчен юхса анакан тĕрлĕ удобрени хутăшĕсене те - нитратсене, фосфатсене тасатма пулăшаççĕ. Çак йывăçсемпе тĕмсен хунавĕсене папакĕсем тухиччен хатĕрлесе хумалла. Хунавсем 20-25 сантиметртан, вĕçĕнчи хулăнăшĕ 5-6 миллиметртан кая пулмалла мар. Лартас умĕн талăк хушши шывра тытсассăн вĕсем лайăхрах хунаса кайĕç. Вĕсене юр кайса пĕтсенех лартмалла.

Ю.ЕМЕЛЬЯНОВ,

Тăвайĕнчи участок

лесничествин лесничийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика