АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿп-çапшăн пите хĕретес мар

20 апреля 2013 г.

«Пуçтарнă çĕрте мар, çÿплемен вырăнта таса», - теççĕ халăхра. Ял тăрăхĕсен территорийĕсем тирпейлĕ тата хăтлă пуласси çынсен культура шайĕнчен те нумай килет çав. Ялсенче пурăнакансем ăпăр-тапăр унта та кунта пăрахнипе акса-лартма юрăхлă çĕрсемех шар кураççĕ вĕт. Çакнашкал çитменлĕхсемпе Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем юлашки çулсенче уйрăмах вирлĕн кĕрешеççĕ. Усси пур, çапах та ĕçлемелли те тем чухлех.

Тĕрĕссипе, саккунсем тăрăх, çÿп-çапа ятарлă вырăна кайса тăкассине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йĕркелесе тăмалла. Сăмах май, Чăваш Республикинче ăпăр-тапăр пăрахмалли санкциленĕ 34 вырăн шутланать. Вĕсене хула-район администрацийĕсем тата ытти тивĕçлĕ органсем пăхса тăраççĕ. Анчах йăлари хытă каяшсене ятарлă вырăна çитерес ĕçе пур çĕрте те лайăх йĕркеленĕ теме васкар мар. Пур, паллах, аван йĕркеленисем те е лару-тăрăва лайăхлатма тăрăшакансем.

Патшалăх çĕр надзорĕн специалисчĕсем 2012 çулта ял тăрăхĕсен тĕлĕшпе 72 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Элĕк районĕнче вара пĕр хуçалăха тĕрĕслеме кайнă та типтерсĕрлĕх купи тĕлне пулнă, инспекторсем кăна çапла хăварма пултарайман паллах, тĕпчев ирттернĕ. Мĕн тетĕр, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне явап тыттарма тивнĕ.

Кунашкал йĕркесĕрлĕхсем район прокурорĕсене те вĕчĕрхентереççĕ. Вĕсем управлени специалисчĕсене час-часах пĕрлехи тĕрĕслевсене чĕнеççĕ. Çавна май пĕлтĕр 5 ял тăрăхĕн администрацине, должноçри 34 çынна яваплăх пирки аса илтернĕ. Вăрмар районĕнче - 2012 çулта Кĕтеснер, Мăнçырма, Арапуç, Шăхаль, Тикаш ял тăрăхĕсенче тĕрĕслев ирттернĕ, санкци памасăрах хытă каяшсене тухса тăкнă 0,104 гектар çĕр лаптăкне шута илнĕ. Çакă ял тăрăхĕсен администрацийĕсенчи яваплă çынсем хăйсен тивĕçне кирлĕ шайра пурнăçламаннипе çыхăннă. Çÿлерех асăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пĕтĕмпе 10,5 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Палăртмалла, пĕлтĕр республикипе 116,1 пин гектара пăхса çаврăннă май саккунсене пăснă 29 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.

Инспекторсен асăрхаттарăвĕсене пачах шута илмеççĕ теме çук. Пĕлтĕр, калăпăр, çÿп-çап тăкнă 27 вырăна тасатнă.

Пĕтĕмлетсе çакна каласа хăварас килет. Чăннипе, çÿп-çап куписем асăннинчен темиçе хут та нумайрах. Инспекторсем пур çĕре те çитеймен, çавă çеç ку. Анчах кăçал палăртнă тĕрĕслевсен шучĕ те пĕчĕк мар. Эппин, паян-ыран сирĕн тăрăхалла та çитĕç. Çÿп-çапшăнах пите хĕретес марччĕ те çав... «Çынра йăлтах - чун та, сăн та илемлĕ пулмалла», - теççĕ халăхра. Хитре те илемлĕ çуртлă ялсем тавра вара ыраш-тулăллă уйсем ешерччĕр.

Хитре тавралăх пурин чунне те тыткăна илет, çавăнпа та кашнинех илемпе хитрелĕх кÿтĕр вăл. Çакă вара чылай чухне хамăртан килет. Айăпне пуçлăхсенче кăна мар, хамăрта та шырама пĕлес пулать.

Н.ВАСИЛЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика