20 апреля 2013 г.

2012-мĕш çулта Раççей Федерацийĕнче капиталлă строительство объекчĕсене пĕтĕмĕшле кадастр хаклавĕ туса пĕтерчĕç. Çакă налук тÿлессипе çыхăннă.
Паянхи куна илес пулсан, çĕр налукне унăн кадастр хаклăхĕнчен илеççĕ, капиталлă строительство объекчĕсем çине хунă налука вара вĕсем инвентаризаци хаклăхĕнчен тÿлеççĕ. Инвентаризаци хаклăхне техникăпа инвентаризаци бюровĕсенче 70-мĕш çулсенче ăслăланă меслетпе усă курса шутласа кăлараççĕ.
Раççей Федерацийĕн Налук кодексне çитес вăхăтра улшăнусем кĕртнĕ хыççăн вара капиталлă строительство объекчĕсем çине хунă налука та вĕсен кадастр хаклăхĕнчен шутласа илме тытăнаççĕ.
Чăваш Республикинче те пĕлтĕр, 2012-мĕш çулта, куçман пурлăх объекчĕсем кадастр хаклăхĕ туянчĕç. Мĕн пурĕ республикăра 606214 объекта хакланă. Вĕсен шутĕнче пÿртсем, хваттерсем, дачăсем, гаражсем, тĕрлĕ çуртсемпе пÿлĕмсем. Кадастр хаклавĕн результачĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2012-мĕш çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчи 586-мĕш номерлĕ Постановленийĕпе çирĕплетнĕ, 2013-мĕш çулхи январĕн 17-мĕшĕнче вара объектсен кадастр хаклăхне куçман пурлăхăн патшалăх кадастрне кĕртнĕ.
Кадастр хаклăхĕ вăл, тĕрĕссипе каласан, куçман пурлăхăн рынок хаклăхĕ. Анчах та ăна массăллă хаклав меслечĕпе, объектсен хăйевĕрлĕхне пăхмасăр шутласа кăларнă. Тĕслĕхрен, маларах БТИ сирĕн хваттере 200000 тенкĕпе хакланă пулсан, паян çав хваттерĕн кадастр хаклăхĕ вара 190000 тенкĕ пулать.
Кирек кам та хăйĕн куçман пурлăхĕн кадастр хаклăхне пĕлме пултарать. Çак тĕллевпе Кадастр палатине пырса заявлени çырмалла, хуравне вара 5 ĕç кунĕнче хатĕрлесе параççĕ. Кунсăр пуçне Росреестрăн электронлă пулăшу порталне кĕрсе пăхма пулать.
Енчен те эсир кадастр хаклавĕн результачĕсемпе килĕшмерĕр пулсан, Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕнче ятарласа тунă Комиссие заявлени çырма пултаратăр. Асăннă заявленисене Шупашкар хулинче, Эльмен урамĕнчи 4-мĕш «а» номерлĕ çуртра йышăнаççĕ. Заявлени çумне кирлĕ документсем хурса памалла. Документсене Комисси пĕр уйăх хушшинче пăхса тухать.
Çакна пĕлсе тăмалла: асăннă заявленисене Комиссие 2013-мĕш çулхи июлĕн 17-мĕшĕччен çеç тăратма пулать. Çавăнпа та васкăр, вăхăчĕ нумаях юлмарĕ.
Э.Захарова