20 апреля 2013 г.
Ангелина Павловская çыравçă Пысăк Енккасси ял библиотекинче пĕрремĕш хут мар, анчах кашни тĕл пулу пирĕншĕн чăн-чăн уяв. Пирĕн хушăра А.Павловская çырнă кĕнекесенчи сăнарсем чĕррĕн туха-туха тăраççĕ: «Саланнă кĕлтери» Венера, Ульккапа Елян, «Сапаскар хĕрĕсем» повеçри Маринепе Праски, Йăкăнатпа Антун.
Хальхи тĕл пулура çыравçă тин кăна «пиçсе тухнă» çĕнĕ хайлавĕ çинчен каласа пачĕ. «Тăван Атăл» журналăн 3-мĕш номерĕнче пичетленсе тухнă «Вĕрене шывĕ те пылак» романăн малтанхи пайĕсемпе паллашма май килчĕ вулакансен. Часах хăй кĕнекине те алла тытса вулама пултарăпăр. Вулакансен умĕнче питĕ килĕшмелле ырă та уçă чун-чĕреллĕ Аннапа Çемен. Йывăр та тертлĕ саманара ÿсеççĕ вĕсем... А.Павловская аслисемпе те, ачасемпе те курса калаçрĕ. Библиотека фончĕ унăн кĕнекисемпе пуянланчĕ.
Çыравçăн çул çÿревĕ Пысăк Енккасси ялĕпе вĕçленмерĕ, унпа эпир юнашарти Урнар ялне çул тытрăмăр. Ял клубĕнче халăхпа ăшă тĕл пулу пулчĕ. Кунти вулакансем те хапăлласах унăн «Вĕрене шывĕ те пылак» романне йышăнчĕç. «Тăван Атăл» журналăн 4-мĕш номерĕнче тухакан романăн малалли пайне чăтăмсăр кĕтетпĕр терĕç.
Н.НИКОНОРОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"