20 апреля 2013 г.
Саппасри милици майорĕ Н.Михайлов республикăри тĕрлĕ хаçатсемпе çыхăну тытать. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра тĕрлĕ темăна, тĕрлĕ вăхăтра пичетленнисене пухса икĕ кĕнеке те кăларма пултарчĕ. Пĕр вăхăтра пĕрле службăра тăнăскер, паян Вăрмар тăрăхĕнче тĕпленнĕскер, вĕсенче ман пирки асăннисем те пур. Тĕрлĕ енлĕ пурнăçпа сывлать, утать ватăлма маннăскер. Спорт ăмăртăвĕсене, уйрăмах йĕлтĕрпе, çурран чупмалли ăмăртусене хутшăнать. Вĕсем çинчен тĕрлĕ хаçат-журналсенче çырсах тăрать...
1968 çулхи кĕр кунĕсем асрах. Шупашкарти Хĕрлĕ лапамри (Красная площадь) патшалăх автоинспекцийĕн икĕ хутлă кирпĕчлĕ çурчĕпе çуммăн ГЭС туса шыв айне путаймасăр юлнă пĕр хутли - йывăççи, унччен паспорт сĕтелĕ пулнинче: «Шупашкар хулинчи милици çумĕнчи хурал пайĕ» тесе çырни умĕнче милицин аслă сержанчĕ тăрать. Н.Михайлов пулнă иккен вăл. Ĕç шыранă пирки чарăнтăм та унпа калаçса кайрăмăр. Мана, çартан тин çитнĕ инвалида, йывăр ĕç юраман пирки хуралçă ĕçне сĕнчĕ.
- Кĕр пирĕн пата, хуралçăсен çиччĕмĕш ушкăнĕн бригадине. Хăй уйрăмри аслă инспектор иккен, пĕтĕмпе 800 çын ытла хуралта: Сосновка, Чапаев, Кăнтăр поселокĕ таранах.
- Суранусем тÿрленсен, милицине те, тен, службăна юрăхлах пулăн!... Чăн та кунтанах мана ШĔМ тытăмĕн коллективне сĕнчĕ... Пĕлмен эпĕ ун чухне - çамрăкăн мăшăрĕ те мана пăхăннă бригадăрах «Автотехснаб» склад-картишне хуралланă пирки.
Пыратăп çапла çурçĕрпе асăннă кĕпер патне: тимĕр алăка малтан çаклатнă, хÿме тавра йĕплĕ пăралук, шалта кашкăр пек йытă чупкалама тытăнчĕ ман шăхличĕн сассине илтсен. Кĕрейместĕп!
- Ай! Чаплă пост тупса панă арăмна!, - кулатăп кайран Михайловран.
Çулсем иртнĕçемĕн Николай Павлович пирĕн патран куçрĕ. Атăл хĕрринчи шыв-порт милицийĕн уголовнăй шырав пуçлăхĕ, ятарлă пĕлÿ илсен ШĔМри следстви пайĕнче ĕçлерĕ, отставкăна майор званийĕпе тухрĕ. Тĕрлĕ кулăшсем: савăнмалли-кулянмалли те пайтах пулнă, çырма вырăнĕ çитмĕ. Çарти служба хыççăн Вăрмар каччи Мускав облаçĕнчи Королев хулипе, космонавтсен «Çăлтăр хулипе» те çывăхланнă милици службинче. Трасса çинчен те тăрса «çăлтăра» çул тытакан машинăсене тĕрĕсленĕ, вĕсем хушшинче пулас космонавтсем те пайтах пулнă. Халĕ вĕсене аса илсе ал çыру хатĕрлет вăл. Вĕсенче хамăр ентеш А.Г.Николаев сăнарĕ те пур. Çĕр-çĕр сăн ÿкерчĕк упрать килĕнчи архивĕнче, вĕсенче тĕрлĕ хуласенчи тĕрлĕ ăмăртусен çул-йĕрĕ, тĕрлĕ ят-сумлă спортсмен-чемпионсен пурнăçĕ. Çапла, ватăлма вăхăт çук «Сухаллă Микулайăн», манăн аслă пиччен, тĕрлĕ хаçат-журналсенче тăтăшах материалсем пичетлекен авторăн.
А.МАКСИМОВ (ПУКАШ).