АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене пăхса ÿстересси - чи авалхи наукăсенчен пĕри

20 апреля 2013 г.

Çакнашкал наука пур халăхăн та пур, унсăрăн пĕр халăх та сыхланса юлайман пулĕччĕ. Акă чăваш çынни хăйĕн ачине хăнасене тарават кĕтсе илме, ĕçе юратма, сăпайлă калаçма, шанчăклă пулма, тивĕçлĕхе туйма вĕрентнĕ.

Ĕлĕк-авалах чăваш халăхĕ çамрăк ăрăва хисепе тивĕçлĕ, телейлĕ çынсем тăвас тĕллевпе çичĕ пилпе вĕрентсе ÿстернĕ. «Ĕç - пурнăç илемĕ», «Ĕçлекен çын телейлĕ», - çак ваттисен сăмахĕсене тĕпе хурса чăваш çынни хăйĕн ачисене çитĕнтернĕ. Виçĕ çултах ĕçлеме, кил-йыша пулăшма хăнăхтарса пынă. Ваттисен шухăшĕпе, çыннăн ĕçе юратмалла çеç мар, унăн яланах ĕçлес туртăм, ĕçлес кăмăл пулмалла, вăхăта усăсăр ирттермелле мар тесе ăнлантарнă. Ачан хăйне те, ыттисене те, нихăçан та усал тăвас мар тесен мĕнле пулмалла-ши? Хальхи пурнăçра ачана Интернет, телевидени витĕмĕ ытларах усаллине вĕрентет пулсан, ĕлĕкхи вăхăтра ырă тĕслĕхе ашшĕ-амăшĕнчен, аслашшĕ-асламăшĕнчен, кÿршĕсенчен илсе вĕсем пек пулма вĕреннĕ. Ăс-тăна аталантарма ашшĕ-амăшĕ мĕн пĕчĕкрен тавралăха, çат çанталăка сăнама, тĕпчеме вĕрентнĕ. Тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсем ачасене ăс-хакăл енчен тĕрĕс пăхса ÿстерес ĕçре пысăк вырăн йышăннă.

Хальхи ачасен сывлăхĕ хавшакрах, мĕншĕн тесен вĕсем вăхăта ытларах ларса ирттереççĕ, час-часах çилленеççĕ, пирус-сăрапа та иртĕхме пултараççĕ. Ĕлĕкхи ача пĕчĕклех тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, уçă сывлăшра вылянă, апат-çимĕçе яланах виçеллĕ çинипе палăрса тăнă, усал туртăм пачах та пулман. Авалхи пурнăçра кашни япалана, çăкăр-тăвара, ытти çимĕçе тума нумай вăй хумалла пулнă. Ачасем çакна мĕн пĕчĕкрен курса ÿснĕ. Çавăнпа вĕсем перекетлĕ, тирпейлĕ пулма тăрăшнă. Чăваш ачи яланах лăпкă, йĕркеллĕ, сăпайлă, кăмăллă пулнипе палăрса тăнă. Ашшĕ-амăшĕ ачине тăван чĕлхене юратма, хитре те тĕрĕс калаçма вĕрентнĕ.

Чăнах та, «Аваллăхсăр малашлăх çук» тени тĕрĕсех иккен. Çапла вара, мăн асаттесемпе мăн асаннесен вĕрентĕвне çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре анлăн усă курасчĕ.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче чăвашсене çутта кăларакан, Чĕмпĕрти чăваш шкулне йĕркелекен Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕ пулать. Вăл чăваш алфавитне тăваканĕ, вуншар-вуншар çĕнĕ шкул уçаканĕ. Пирĕн район территорийĕнче те пĕрре кăна мар пулнăскер вĕрентÿ ĕçне аталантарма хăйĕн тÿпине хывнă. Тăван чĕлхе урлă кăна ют чĕлхесене лайăх пĕлме пулать тенĕ вăл, ĕмĕр тăршшĕпе çакна асра тытса пынă, воспитани ыйтăвĕсене тĕп вырăна хунă.

А.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика