АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк пуçламăшĕнчи ĕçсем курăмлă

20 апреля 2013 г.

«Ĕç - пурнăç тыткăчи», - тенĕ мĕн авалтан. Чăн та, пĕтĕм пурнăç малашлăхĕ унран килет. Мĕнле ĕçлетпĕр, çавăн пек пурăнатпăр та. Кăçалхи пĕрремĕш кварталти районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне илес пулсассăн, районти организацисем, пур шайри предприятисем, учрежденисем лайăх ĕçленине палăртма кăмăллă. Вулакана ăнланма çăмăлрах пултăр тесе, цифрăсене уйрăммăн-уйрăммăн илсе кăтартас терĕмĕр.

Промышленность

2013 çулхи пĕрремĕш кварталта районти промышленность предприятийĕсем 72,1 млн тенкĕлĕх тавар тиесе ăсатнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 106,6 процент. Çав шутра «Тирпейлекен производствăсем» енĕпе 2,2 млн тенкĕлĕх тавар тиесе ăсатнă, ку 2012 çулхи çак вăхăтри шайран 369,8 процент нумайрах. «Электроэнерги, газ, шыв çитересси» енĕпе 22,6 млн тенкĕлĕх ĕç туса ирттернĕ, ку пĕлтĕрхи асăннă тапхăртан 108,2 процент ытларах.

Вак предприятисем пĕрремĕш кварталта 47,2 млн тенкĕлĕх продукци ăсатнă е халăха пулăшу кÿнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку 102,5 процент пулать. Районта туса кăларнă продукци халăха пулăшу кÿнин калăпăшĕ 101,0 млн тенке çитнĕ, пĕлтĕрхинчен 124,5 процент ытларах. Çак кăтарту уйрăмах «УШФ» «ОВАС» (381,3 процент), ОВАС «Спорт» (169,0 процент), «АЛТЭЦЦА» (114,4 процент), «Светлана» (109,3 процент), «Вăрмарти çăкăр завочĕ» (101,7 процент) тулли мар яваплă обществăсенче уйрăмах курăмлă.

Район бюджетне кĕнĕ укçа-тенкĕ

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта районăн пĕрлештернĕ бюджетне 15,8 млн тенкĕ налук тата налукпа çыхăнман укçа кĕнĕ, иртнĕ çулхинчен 118,0 процент ытларах. Çав шутра уйрăм çынсенчен илнĕ хушма налук - 11,4 млн тенкĕ е 116,9 процент. Çав шутра тупăш илнĕшĕн налук калăпăшĕ 1,9 млн тенкĕпе танлашнă, процентпа илсессĕн - 116. Муниципаллă пурлăхпа усă курнăшăн 1,1 млн тенкĕ тупăш кĕнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен - 213 процент.

Суту-илÿ, апат-çимĕç

Лавккасем урлă тавар сутакан организацисен тавар çаврăнăшĕ вак предпринимательсене шута илмесĕр январь-февраль уйăхĕсенче 32,4 млн тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм кăтартăвĕ - 103,4 процент.

Апатлану

«Общепит» тулли мар яваплă общество январь-март уйăхĕсенче 9,6 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан - 105,1 процент. Нумаях мар пулсан та обществăра ĕçлекенсем çитĕнÿ тунă.

Вăтам ĕç укçи

Пĕрремĕш кварталта районта ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи (вак предпринимательсем патĕнче ĕçлекенсене шута илмесĕр) 12736,4 тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтпа илес пулсассăн вăл 9,8 процент ÿснĕ. Правительствăра çак пулăм малалла та ÿсессе шантараççĕ.

Ĕçпе тивĕçтересси

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрмарти центра апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 295 çын ĕç шыраса пынă. Çак кун тĕлне ĕçсĕррисен йышĕ ĕçлекенсен шутĕнчен илсен - 0,41 процент.

ЗАГС пайĕ

Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче районта 75 ача çуралнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 50 ача кун çути курнă. Ашшĕ-амăшĕсем ывăл-ачисене ытларах Максим, Алексей, Арсений, хĕр ачисене Ксения, Анастасия, Валерия ятсем параççĕ. Сайра тĕл пулакан ятсем хушшинче - Аркадий, Глеб, Давид, Калерия.

Н.КРАСНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика