17 апреля 2013 г.
И.Н.Ульянов ячeллe Чaваш патшалaх университечe, И.Я.Яковлев ячeллe Чaваш патшалaх педагогика университечe тата Чaваш Республикин Вeренÿ институчe «Хыпар» хаçатпа, Чaваш наци радиовeпе пeрле чaвашла çырма пeлнине тeрeслес тeллевпе пeрремeш хут «ПEТEМ ЧAВАШСЕН ПEРЛEХЛE ДИКТАНЧE» акци ирттереççe. Вaл 2013 çулхи апрелeн 24-мeшeнче чaвашсем пурaнакан мeн пур хулапа ялта иртет.
Диктант И.Я.Яковлев ячeллe Чaваш патшалaх педагогика университетeнче 13.00 сехетре пуçланать. Хaйсем пурaнакан вырaнтах çырма кaмaл тaвакансем валли диктант текстне çав вaхaтрах Чaваш наци радиовeпе вулаççe. Компьютерпа çырнa (наборланa) е алaпа çырнa текста сканерпа кaларса диктанта вуласа пeтернe хыççaн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: chuv-total-dict@mail.ru.
Ыйтусем сиксе тухсан 45-03-37 (31-02) телефонпа 10.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен шaнкaравлама юрать.
Источник: "Урмарская районная газета"